Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Никам та, нимӗн те манăçмасть

Геройсен Аллейинче воин-интернационалистсене   халалласа лартнă палăк умӗнче митинг пулчӗ

Июлӗн 1-мӗшӗ – Çар юхăмӗн ветеранӗсен кунӗ. Пӗрлӗх кунӗ пулса тăнă çак датăна Афганистанра, Чечняра, Ҫурҫӗр Кавказ, Абхази, Сири  республикисенче ҫар çапăçăвӗсенче хутшăннă каччăмăрсем палăртса ирттереççӗ.

Ҫак кун – хушшӑмӑрта пулманнисене аса илнипе пӗрле, аллисене хӗç-пăшал тытса Тӑван çӗршыва хӳтӗленӗ вăхăтра ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланӑ, вăрçăн йывăр  сăнавӗсене иртнӗ  кашни ентешӗмӗре тав тумалли кун та.

Çавна май Геройсен аллейинче воин-интернационалистсен палăкӗ умӗнче торжествăлла мероприяти, митинг иртрӗ.

Интернационаллӑ ҫапӑҫусенче районтан 92 хутшӑннӑ. Вӗсенчен 11шӗ салтак присягине тата ҫар тивӗҫне шанчӑклӑ юлса, ют ҫӗрсенче выртса юлнă.

Мероприяти ҫапӑҫура вилнӗ тата мирлӗ пурнӑҫра хушшăмăртан вăхăтсăр кайнă ентешсене аса илнипе, палăк умне хӗрлӗ гвоздикăсем хунипе пуçланса кайрӗ.

Уявра тухса калаҫнă район пуçлăхӗ  Марат Гафаров Ҫӗпрелӗн паттăр каччисен иртнӗ вӑрҫӑ çулӗсем, вӗсем  мирлӗ пурнӑҫра та  пуç усманни, ӗçри çитӗнӗвӗсемпе, ҫемйисемпе лайăх пурӑнни, ҫамрăк ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ панă çӗрте пысӑк тӗслӗх пулса тăни ҫинчен каларӗ. Марат Ринатович вӗсене чунтан тав турӗ. Хăйсен ҫӗршывӗн патриочӗ пулнӑ граждансене  тав туса тата чысласа районăн 90 ҫуллăх медалӗсене пачӗ.

Ҫак паллӑ кун ячӗпе Тӑван çӗршывшӑн пуç хунă салтаксене аса илсе тухса калаҫакансем хушшинче Пăва тата Ҫӗпрел районӗсен çар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов, отставкӑри полковник, çар юхăмӗн ветеранӗ Валерий Колпаков, воин-интернационалистсен организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов та пурччӗ.

Ҫак историллӗ дата ячӗпе воин-интернационалистсем «Эпир астӑватпӑр сана, Салтак» текен конкурс пӗлтернӗччӗ. Виктор Петухов каланӑ тӑрӑх, конкурсра   тӗрлӗ ҫулсенчи нумай  район çынни хутшӑннă. Ҫӗнтерекенсем  мероприятире Дипломсене тата парнесене тивӗçлӗ пулчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев