Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Малашлăхăмăра суйларăмăр

Суйлав – 2020

Виҫӗ кун, сентябрӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 13-мӗшӗччен, ирхинехи 8.00 сехетрен пуçласа  каçхинехи 20.00 сехетчен районӗпе 36 суйлав участокӗ ӗçлерӗ

Суйлавсен пӗрремӗш кунӗсенчех сасăлакансен шучӗ пайтах пулчӗ. Районăн нумай çынни, кампанийӗн пӗлтерӗшне ăнланса, мӗнпур яваплăхпа çак политика мероприятийӗнче хутшăнчӗ.

Суйлавсен тӗп кунӗнче, сентябрӗн 13-мӗшӗнче вара 1369-мӗш суйлав участокӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та сасӑларӗ. Район пуҫлӑхӗ суйлав кампанийӗ мӗнле пынипе интересленчӗ, ҫавӑн пекех санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пурнăçлани çине тимлӗх пачӗ. Активлă пурнӑҫ позицине кӑтартса, республика тата тӑван енӗн аталанăвӗшӗн суйлава килекенсене тав турӗ.

Суйлав участокӗсене ҫемйипе, ачисемпе килекенсем те нумай пулчӗç, аслă çулсенчи район çыннисем хăйсем килни уйрăмах тимлӗхе тивӗçлӗччӗ.

84 ҫулхи Анвар Рахматуллов суйлавран нихăçан та юлман тет, халӗ те участок членӗсене килӗнче кӗтсе тăман, суйлав участокне хăй килнӗччӗ.

– Республика, район питӗ илемленчӗ, пурнӑҫ условийӗсем лайӑхланнăçемӗн лайăхланса пыраççӗ, пурӑнма кăмăллă вӗт! Ҫак пурнӑҫшӑн сасӑлатӑп, – терӗ вӑл.

Ҫакна та палӑртса иртни паха, виҫӗ кун хушшинче суйлав участокӗсенче хӑрушсӑрлӑх мерисене пурнăçланă: суйлавҫӑсем участока кӗнӗ чухне вӗсен ӳт температурисене виҫрӗç, алӑсене антисептикпа ӗçе кӗртме сӗнчӗç, маскăсем тата ручкăсем пачӗç. Кунсăр пуçне, зданисене тӑтӑшах дезинфекцилесе, тасатса тата уҫӑлтарса тӑчӗç. Сасӑлав мӗнле пынине обществăлла сӑнавҫăсем тишкерчӗç.

Ҫӗпрел районӗнчи территорири суйлав комиссийӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, суйлавра суйлама ирӗкӗ пулнă Çӗпрел çыннисен 97,12 проценчӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен Тутарстан президенчӗн кандидачӗшӗн,  Рустам Миннихановшăн 95,63 проценчӗ сасӑланӑ. Альфред Валиев – 1,69 процент, Альмир Михеев – 0,88%, Владимир Сурчилов – 0,84%, Олег Коробченко – 0,77 процент сасă пухнă.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутат пулма кандидатсем миçе процент сасă пухнине тата тăваттăмӗш созыври Ҫӗпрел районӗн ял тăрăхӗсен Совечӗн депутачӗсен списокне  – 4, 5, 6-мӗш страницӑсене вырнаҫтарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев