Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Льготăллă условисенче

Вунă кунлăх

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «ТАТМЕДИА» составне кӗнӗ пичет изданийӗсене 2021 ҫулăн иккӗмӗш çурçуллăхӗшӗн льготăллă майпа çырăнма май пур. Çак списокра «Туган ян», «Тăван ен» хаҫатсем те пур. Ҫак вӑхӑт хушшинче абонентсем район пичетне  669 тенкӗпе çырăнма пултараççӗ. Тулли хакӗ вара –759 тенкӗ.

Çырăнтару хакӗ ӳссе пырсан та, Интернет пурнăçăмăра кунран-кун çирӗпрех кӗрсе пырсан та, шанчӑклӑ абонентăмăрсем пур тата хаҫат пурӑннă вăхăтра  вӗсем  пулӗҫ. «Хаклансан та, район хаçатне вуламасăр тăма пулмасть ӗнтӗ», – теҫҫӗ  ун пеккисем. Официаллӑ çӗнӗлӗхсем те районăн пӗртен-пӗр пичет хатӗрӗ пулнă «Туган як»-«Тӑван ен»ре пичетленеççӗ. Хаçатăмăрта, çӗнӗлӗхсемпе пӗрлех, ялсенчи тӗрлӗ пулӑмсене ҫутатма, ҫынсем ҫинчен очерксем, вӗрентӳллӗ шӑпасем, интереслӗ пулăмсем çинчен ҫырма тӑрӑшатпӑр. Районта камăн çуралнă кунӗ, юбилейӗ иккеннине те пирӗн хаçатран вуласа пӗлме пулать. Юлашки вӑхӑтра, тимлӗх панă пулсан, ентешӗмӗрсен-писательсен калавӗсемпе повеҫӗсем те тухаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех  кулинари рецепчӗсене, пахчаçăсене канашсене, сывлӑха сыхламалли çинчен статьясене халăх питӗ интересленсе вулать, кроссвордсенчи ыйтусене тупать.

– Питӗ нумай темăсене çутатаççӗ район хаҫатӗнче. Пурне те вулатӑп. Хаçата тухма пуçланă кунранах çырăнса илетпӗр, – тет Кивӗ Ҫӗпрелӗнче пурӑнакан Азат Садеев.

Хураката  ялӗнчен пенсионер Рушания Ханзярова та хаҫат вулама юратать. Район пичетне кӑна мар, республикӑра тухса тӑракан хаҫат-журнала та нумай çырăнса илетпӗр,  тет вӑл.

– Халӗ вӑхӑт нумай ӗнтӗ. Ӗлӗк фермӑран таврӑнсан та вулама вăхăт тупаттăмăрччӗ. Хаҫат пирӗншӗн юлташ пек вӗт вăл. Хумхантаракан   статья   вуласан, пӗрле   пăшăрханатпăр, савăнăçли    пулсан – савăнатпăр, – тет.

Юлашки ҫулсенче организацисен, предприятисен ертӳҫисем район пичетне «Ватӑ ҫынсен кунӗ» ячӗпе тата капла кăна та хăйсенче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнисене, парне пулнă май, çырăнса пама пуçларӗç. Хӑвӑр ҫырăнман пулсан та, килӗре хаçат килет иккен – ан пӑшӑрханӑр, апла пулсан сире ăна ӗлӗкхи ертӳҫӗр парнелет.

Льготăллă майпа çырăнтару вăхăчӗ вунă кун кăна. Ӗлкӗрес тесен – васкӑр! Хаҫата почта уйрӑмӗсем урлӑ та, Интернет урлӑ та, редакцие килсе те çырăнма май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев