Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Культура –  халăхăн  чун тӗкӗрӗ

Талантлă, хăйсен ӗçӗсен чӑн-чӑн ӑстисем пулнă пирӗн районăн культура ӗҫченӗсем халăха çутăлăх, ырăлăх валеçеççӗ, илемлӗхе курма, хаклама вӗрентеҫҫӗ

Календарьти дата

Мартăн 25-мӗшӗнче хӑйсен професси уявне палăртса ирттереççӗ. Вӗсем мӗнле тӗллевсемпе пурӑнаççӗ? Мӗнле ҫӗнӗ ҫул-йӗрсемпе усӑ кураççӗ? Çакăн çинчен  районти культура уйрăмӗн ертӳҫи Зульфат Сагдиев каласа парать.

– Культура ӗҫӗн пулăшăвӗ – яваплӑ тата хăйне евӗрлӗ тытăм. Ӗҫчен çыннăн кануне усăллă, кăмăллă тата тухăçлă йӗркеленӗ çӗрте культура ӗçченӗсен ролӗ питӗ пысăк. Паянхи кун çак система ӗçченӗсен умӗнче  мӗнле тӗллевсем тӑраҫҫӗ?

– Культура – халӑхӑн чун хавалне, пултарулӑхне, кăмăл-сипетне кӑтартакан тӗкӗр. Вӑл илемлӗхшӗн ӗҫлет, чун-чӗрене сиплет, канлӗх парать. Паян культура ӗҫченӗсен умӗнче районăн иртни ҫинчен каласа парас, тăрăшуллă ӗҫӗпе чапа тухнă паллă çынсене чыслас, вӗсен тӗслӗхӗпе ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парас, йӑла-йӗркесене сыхлас, халӑхӑмăрăн фольклорне аталантарас тивӗç тăрать.

– 2020 ҫул пӗтӗм тытăмшăн, ҫав шутра культурӑшӑн та çăмăл мар çулсем пулнипе  асра юлчӗ. Ҫавна та пăхмасăр, ӗҫ-хӗл чарӑнмарӗ. Пандемин лайăх тата начар енӗсенчен хăшӗсене каласа иртнӗ пулăттăр?

– 2020 ҫул культурăшăн хальхи цифра технологийӗсемпе усӑ курмалли, онлайн анлăшне алла илмелли ҫул пулнă май асра юлчӗ. Халиччен  Культура çурчӗсене пухăннă куракансене интернет сетӗнче пухмалли тӗллев лартрӗç. Ӗлӗкхи ҫулсенчи видеоҫырусене палăртма тӳрӗ килчӗ. Инстаграмра, ВКонтакт сетӗнче хамăр лаптăкăмăрсене турăмăр. Паянхи кун ҫак ӗҫ-хӗлӗн малашлăхӗ пулса,  Ютуб каналӗнче «Халӗ эсӗ пурне те пӗлетӗн», текен ҫӗнӗ видеопроектăмăр ӗçлет. Вӑл уйӑха пӗр хутчен мӗнпур ирттернӗ культура мероприятийӗсене пӑхса тухнă май йӗркеленет.

Паллă, мӗнпур учрежденисен те онлайн форматра ӗç илсе пырасси тивӗçлипе хатӗр пулманни – йывăрлăхсем кăларса тăратать. Пурлӑхпа техника базине  ҫирӗплетес енӗпе яланах ӗç илсе пырсан та, паянхи кунчченех ноутбуксемпе, видеопа, web-камерӑсемпе, интернетпа тивӗҫтермен Культура çурчӗсем те пур-ха.

Пурлӑхпа техника базине ҫӗнетнӗ çӗрте грантсен укҫисем  пысӑк пулӑшу пулнине палăртса иртес килет. Выляса илнӗ грантсем енӗпе пӗтӗмӗшле сумма 1,5 миллион тенке тӳрӗ килет. 2020 ҫулта бюджетран, грантран, спонсорсенчен кӗнӗ укçапа 982 пин тенкӗлӗх стена костюмӗсем çӗленӗ, Чӑваш Ҫӗпрел Культура çуртӗнче 12 миллион тенкӗлӗх капиталлă юсав ирттернӗ, 500 пин тенкӗлӗх техника средствисем тата оборудованисем туяннă. Çак çул-йӗрпе кӑҫал та ӗҫсем малалла пыраççӗ, 37 учрежденисенчен 10шне тӗпрен юсав кирлӗ, кӑҫал Анат Хураката ялӗн Культура çуртӗнче  юсав ӗҫӗсем ирттерӗҫ.

– Конкурссемпе фестивальсенче хутшӑнса, чи пысӑк ҫӗнтерӳсенчен хӑшӗсене палăртса иртнӗ пулӑттӑр?

– Кашни мероприятире хутшӑнни – пирӗншӗн хăйне кура пӗр çӗнтерӳ вăл. Чи пахи, пахалăхлă выступленисем хатӗрлеме тӑрӑшатпӑр. Çулсерен «Созвездие-Йолдызлык» эстрада искусствин ҫамрӑксен фестивалӗнче призлă вырӑнсем илетпӗр, кӳршӗри облаҫсенче ирттерекен уявсенче хутшӑнатпӑр. Паллах, чи пысӑк ҫӗнтерӳсенчен пӗри – «Наше время – Пирӗн вӑхӑт» ӗçлекен çамрăксен творчествин республикăри телевидени фестивалӗнче III вырӑн илни пулчӗ.

«Тан» халӑх юрăпа ташӑ ансамбльне тата ытти халӑх фольклор ансамблӗсене уйрӑммăн палӑртса иртӗттӗм. Вӗсем  пысӑк активлăх кӑтартаҫҫӗ. Вӗсенчен кашнийӗнех ăнăçăвӗсем пайтах, тӗрлӗ степень дипломӗсемпе парнеленчӗç. Театр искусствине, фольклор коллективӗсен ӗҫ-хӗлне лайăхлатассишӗн пысӑк тимлӗх паратпӑр.

– Професси уявӗпе ӗҫтешӗрсене  чи пысӑк  сӗнӗвӗрсем  мӗнле?

– Ӗçӗмӗрпе куракансене, пӗтӗмӗшле илсен, район халăхне савăнтарма, пахалӑхлӑ чун апачӗ пама пӳртӗр. Ӗҫтешӗмсене, культура ӗçӗнче вăй хунă ветерансене чунтан тав тӑватӑп. Ăнăçусем туса, творчествăлла вăй-халпа хавхаланса ӗçлеме сунатăп.

Кӗске истори

Районта культура системине йӗркеленин историйӗ 1920-мӗш ҫулсемпе пырса çыхăннă. Патшалӑх укҫипе йӗркеленӗ вӗренӳ çурчӗ агитаципе ҫутӗҫ центрӗ пулса ӗҫлеме пуçлать. 1930 ҫулта район центрӗнчи тӗп больницăпа юнашар кулак тесе йышăннă пӗр ҫемьен çуртне клуб туса хураççӗ, каярахпа ăна районти Культура çурчӗ теме пуҫлаççӗ. Кунта 230 ҫын валли шутланакан куракансен залӗ, сцена, буфет, дискотека залӗ, театр тата ытти кабинетсем пулаççӗ.

1953 ҫултан пуҫласа районти Культура çурчӗ администрацие пӑхӑнса тăма пуҫлать. 1987 ҫулта районăн Культура çурчӗн хальхи зданине тăваççӗ. Ăна 2008 ҫулта капиталлă  юсав ирттерчӗç.

 

Кур, пирӗннисене!

Тутарстан Республикин Культура министерствин «Тутарстан Республикин муниципаллă пӗрлешӳсен культура учрежденийӗсен 2020 çулхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен» информаципе аналитика отчечӗнче Ҫӗпрел районӗнчи культура уйрăмӗ 19-мӗш вырӑна йышӑнса тăрать. Ӗçӗн тӗп кăтартăвӗсем енӗпе Тутарстанăн мӗнпур районӗсем хушшинче Çӗпрелӗн культура ӗçченӗсем – 8 вырăнта.

 

Культура ӗçченӗсем хăйсем çинчен

Руслан Шарафутдинов:

– Пирӗн ӗҫ – вӑл ҫынсене ӗç хыççăн кантарасси, вӗсене пӗр-пӗринпе хутшăнтарас-си, ҫамрăк ӑрӑва воспитани  тата ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен аталантарасси. Культура ӗçӗ – пурлăх хакӗпе хакланмасть, вăл чун хушăвӗ, талант, илемлӗх. Пирӗн ӗҫ-хӗл нумай енлӗ, çавсене творчество енчен çывăха килсе, пысăк професси  ăсталăхӗпе пурнăçлама тăрăшатпăр.

Наталия Макарова:

– Манӑн професси – культура ӗçченӗ, ма-нӑн пурнӑҫ. Çав вăхăтрах хамăн ӗҫ-хӗлӗмре  творчество пултарулӑхне аталантарассине, йӑла-йӗркесене, йӑла-уявӗсене çӗнетессине, ҫитӗнекен ӑрӑва наци йăла-йӗркипе воспитани парассине тӗп тӗллеве хуратăп. «Калинушка» фольклор ансамблӗпе эпир тӗрлӗ фестивальсенче хутшӑнатпӑр.

Гульфруз Багаутдинова:

– Ӗҫӗмӗр куçа курăнмасть, виҫепе виҫӗнмест, канӑҫсӑр, чӑрмавлӑ. Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ хамӑн ӗҫе юрататӑп, ытти профессире хама куç умне те кӳрсе тăратаймастăп. Ҫамрӑклӑхӑм каялла таврӑнас пулсан, ним  шухӑшламасӑр, çӗнӗрен çав культура ӗçнех суйласа илнӗ пулӑттӑм. Юратнӑ ӗç хавхалантарать, ҫынна телейлӗ тӑвать.

Теслимя Замалдинова:

– Культура – вӑл халӑхӑн ăс-хакăлӗ, унӑн чунӗн тӗкӗрӗ, ăс-тăнӗ, илемлӗхӗ, мӑнаçлăхӗ тесе шутлатăп. Культура пулсан ял та пурӑнать,  ӗҫӗмӗр  те ҫак пурнӑҫа малалла тӑсма йӗркеленнӗ. Пирӗн Кивӗ Сатуркка, Çӗнӗ Сатуркка ялӗсем пӗчӗк, сăмахран. Клуб та кивӗ ӗнтӗ. Çавна та пăхмасăр, тӗрлӗ культура мероприятийӗсене ирттерсе тăратпăр. Халăх та кăмăлласах хутшăнать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев