Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Кӗтсе илнӗ телей

Вероникӑпа Сергей Ярославцевсен 12 çул кӗтнӗ  иккӗмӗш ачи ҫуралчӗ

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Ярославцевсен ҫемйишӗн ҫак кунсем уйрӑмах хумхануллӑ тата савӑнӑҫлӑ. Вӗсен ҫемйинче нумай çул кӗтнӗ хӗрача ҫуралчӗ. Ачана Елизавета тесе чӗнӗç.

Ача Анне кунӗнче çуралнă май, ăна илсе тухмалли кун  районти тӗп  больницăн ача çуратмалли  уйрӑмӗнче Ярославцевсемшӗн уяв йӗркелерӗç.

Ярославцевсене саламлама Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ЗАГС уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Альбина Шарафутдинова, акушер-гинеколог Светлана Тяхина, медицина ӗҫченӗсем, çавӑн пекех Вероникăн ӗҫтешӗсем килнӗччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пӗчӗк ачан ашшӗ-амӑшне саламланӑ май, ҫемьере ача ҫурални – чи хумхануллӑ тата телейлӗ самантсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Вероникӑпа Сергее пӗчӗк Елизаветăн пӗрремӗш документне – ҫурални çинчен свидетельство тата парнесем пачӗ, сывлӑх, телей, тăнăçлăх сунчӗ.

Вероника «Ак Барс Мед» страховани компанийӗнче ӗҫлет, ҫемьере вӗсем  пиллӗкӗн ӳснӗ. Сергей юсав ӗçӗсемпе интересленет, вӑл, Вероникăран уйрăмрах пулнă май, ҫемьере пӗртен-пӗрре. Мускавра çуралнă. Ӗç енӗпе Ҫӗпрел районӗнче пулма тӳрӗ килсен, шӑпа ӑна пулас мӑшӑрӗпе тӗл пултарать. Çапла вара кунта пурăнма юлнă.

Ярославцевсен çемйинче пӗрремӗш ача – ывăлӗ Никита ҫуралать. Вӑл футболла выляма юратать, спортăн çак тӗсӗ енӗпе секцие çӳрет. Амăшӗпе йăмăкне кӗтсе тăнă вăхăтра Никита çакăн çинчен пӗлтерчӗ. Вăл футбола юратнине пӗлсен район пуҫлӑхӗ вара эксклюзивлӑ парне хатӗрлерӗ – Раççей чемпионачӗн футбол мечӗкне пачӗ. 

Хӗр çуралнăран Ярославцевсем пурте питӗ савăннă.

– Çак ачана 12 çул кӗтрӗмӗр. Пӗчӗк хӗрӗмӗре тата пире ҫапла хисепленӗшӗн пурсăра та тав тăватпăр, – терӗҫ Ярославцевсем.

Уява килнӗ кукамăшӗ Любовь Васильевна вара, мăнукӗ Елизавета тӑххӑрмӗш мӑнук пулса çурални çинчен каларӗ, икӗ кӗçӗн мӑнукӗ те пур иккен.

– Сывӑ, телейлӗ пулса ӳстӗр пӗчӗк хӗрӗмӗр те, тата мӗнпур ачасем те, – тесе куҫҫуль витӗр  саламлă сăмахӗсене пӗлтерчӗ вăл.

Справка

Районта  2021 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 95 ача çуралнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев