Реклама
Тӗп хыпар
Комбайнсен хатӗрлӗхне тишкерчӗç
Кăçалхи тыр çи ӗçӗсенче 77 комбайн хутшăнать. Вырмара хутшăнакан техникăсен юсавлăхне тишкерсе, яваплӑ кампанийӗн хатӗрлӗхне палăртрӗç
Техникăсен шайне Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн çумӗ Ленар Гарипов тата районти агроуправлени пуçлăхӗ Талгат Халитов составӗнчи ятарлӑ комисси тишкерчӗ.
Тишкерӳ ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, «Гостехнадзор» уйрăмӗн пуçлăхӗ Ильдар Шайхаттаров, «Россельхозцентр»ăн районти уйрӑмӗн начальникӗ Исламетдин Низамов, агроном Илгиз Азизов, вырăнти хуçалăхсен ертӳҫисем тата уй-хир ӗçӗсен енӗпе тӗп специалистсем, агрономсем хутшӑнчӗҫ.
Тыр çи кампанийӗнче 77 комбайн хутшӑнӗ. Тырӑ пухмалли техникӑна «Эталон-Агро» обществăран пӑхма пуҫларӗç, ятарлӑ комисси унтан «Цильна» обществинче, Дементьев ячӗллӗ агрофирма филиалӗсенче комбайнсене тишкерчӗ.
Комисси районти комбайнерсен тыр çи ӗçӗсем тӗлне хатӗрлӗхне пысӑка хурса хакларӗ. Кӗске вăхăт хушшинче хăйсен комбайнӗсене çӗнӗ тухăçа пухса илме пахалăхлă хатӗрленӗ механизаторсем: Михаил Чувашов, Сергей Семенов, Николай Моисеев, Фанис Хайруллин, Камиль Камалов, Раис Ибрагимов, Петр Архипов тата Геннадий Фадеев район пуçлăхӗн Хисеп грамотисемпе тата укçан премисемпе парнеленчӗç. Ҫавӑн пекех Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн мӗнпур комбайнерӗсене хăйсен комбайнӗсене çӗнӗ тухăçа пухса илме хатӗрленнӗшӗн хавхалантаракан премисем пачӗç.
ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Ленар Гарипов, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров механизаторсене сывлӑх, энерги тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗç. Марат Гафаров комбайнерсем хушшинчи ăмăртăва кашни декадăсерен пӗтӗмлетӳ тăвӗç, тесе палăртса иртрӗ.
– Ҫӗнтерӳҫӗсене куҫса ҫӳрекен ялав тата укҫан премисем пама планлатпăр, – терӗ вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев