Халӑх пӗрлӗхӗн тата Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗсен ячӗпе!
Хисеплӗ ҫӗпрелсем!
Сире Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗ тата Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫак уявсенчен кашнийӗ халӑхсен пӗрлӗхӗн, гражданлăх яваплӑхӗн идейисене хăй çине илет. Патшалăхăн ҫирӗп никӗсне символлă тăвать, обществӑна ăс-хакăл тата право енчен пӗрлештерет.
Республика Конституцийӗ ҫыннӑн тӗп прависемпе ирӗклӗхне ҫирӗплетет, кашни гражданина хӑйӗн пултарулӑхӗсене пурнӑҫа кӗртме, патшалӑхпа общество ӗҫӗсене илсе пырассинче хутшăнассишӗн реальлӗ майсем пачӗ. Патшалӑх тытăмне ҫирӗплетес, нацисен чӗлхипе культурине аталантарас енӗпе Конституцийӗн рольне хакласа пӗтерме çук. Тӗп закона йышӑннӑ хыҫҫӑн, обществăра социаллă кăткăслăхсем, çирӗп хирӗçӳсем кăларса тăратма памасăр, сăнавлă çулсем тивӗçлипе иртрӗç.
Хисеплӗ ентешсем! Пурсăра та паллă уявсемпе – халăх пӗрлӗхӗн тата Тутарстан Республикин Конституцийӗн кунӗсемпе чун-чӗререн саламласа, ӗҫӗрте тата пурнӑҫăрта пысӑк ăнăçусем, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп. Çемьесем тăнăç, чунӑрсем ырă, ӗҫ кунӗсем лӑпкӑ пулччӑр. Кашни ир янкӑр тӳпе тата тăнăçлăх илсе килтӗр.
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев