Реклама
Тӗп хыпар
ГИБДД пуçлăхӗ килчӗ
ТР ГИБДД пуҫлӑхӗ Ленар Габдурахманов пирӗн района килчӗ. Вӑл çулсене пăхса çӳрерӗ тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ларӑвӗнче те хутшӑнчӗ
Ленар Габдурахмановăн ӗçлӗ çулçӳревӗ район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи пуçлăхӗпе Раиль Гатауллинпа, ҫавӑн пекех ытти яваплӑ представительсемпе пӗрле, ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем час-часах пулса тăракан ҫулсен участокӗсене пăхса тухассинчен пуçланчӗ.
Уйрăммăн илсен, ертӳҫӗсем Шланка ял тăрăхӗ урлă иртекен тата Чӑваш Республикине пăхăнса тăракан автомобиль ҫулне пӑхрӗç. Шăпах çакă: Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-а/д «Алтышево» участокӗнче иртнӗ çул 2 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртрӗ, унта икӗ ҫын вилчӗ. Ҫавӑн пекех, Марс ял тăрăхӗ урлӑ иртекен автомобиль ҫулӗ тăрăх рейд ирттерчӗç. Аслă Хуракатапа Анат Хураката ялӗсене уйӑрса иртекен автомобиль ҫулӗ те паянхи кун питӗ начар шайра. Ҫул хӗррипе пӗлӳ паракан учрежденисем, ҫавӑн пекех социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем вырнаҫнӑ.
– Ҫул ҫинчи лару-тӑру питӗ начар. Кунта кашни 15 минутсерен хушусем ҫырма пулать. Пирӗн тӗллев – ҫак хушусене пурнӑҫласси. Ҫак участоксенче хускану хӑвӑртлӑхне чакарас, ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫул паллисен нормативлӑ требованисене туни паха, – терӗ Ленар Габдурахманов.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн тӗп урамӗсене те тишкерчӗç. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Дзержинский, Абязов тата Нафиев урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте светофор вырнаҫтарма кирли çинчен калаçрӗ. Мӗншӗн тесен кунта автомобильсемпе ҫуран ҫӳрекенсен юхӑмӗн тăкăслăхӗ палӑрать. Ленар Габдурахманов ҫак хӗреслӗ урамсен вырӑнне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, светофор вырнаçтарассине çитес ҫулхи плана кӗртӗпӗр, тесе сӑмах пачӗ. Кунсӑр пуҫне, сӑмах 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗ ҫывӑхӗнчи автомобиль ҫулӗ çинче хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе хушма мерӑсемпе усӑ курасси ҫинчен те пычӗ.
Республикӑн тӗп ҫул-йӗр хуралҫи 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулне ҫитсе курчӗ, ҫул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсен отрячӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗ, шкула вӗренӳ процесне лайӑхлатма нумай функциллӗ оборудовани пачӗ. Хӑнасем «Нур» картинг-клуба та пӑхрӗç. Визит вӗҫӗнче ГИБДД управленийӗн пуçлăхӗ карт-клуба тăватă комплект шина парнелерӗ.
«2021 ҫулăн 8 уйăхӗнчи пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республика ҫулӗсем ҫинче 2279 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем пулса иртнӗ, вӗсенче 179 çын вилнӗ тата 2831 ҫын суранланнӑ. Иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан аварин тӗп кӑтартӑвӗсем: çул-йӗр транспорт инкекӗсен шучӗ – 220, вилнисен – 10, аманнисен – 246 ҫын чакнă. «Ҫав хушӑрах 15 районта çӗршыв шайӗнчи проект тӗллевӗсене пурнӑҫлама май килмерӗ. Уйрӑмах Аксубаево, Атня тата Ҫӗпрел районӗсенче халсем аванах мар», – тесе пӗлтерчӗ Ленар Габдурахманов комисси ларӑвӗнче.
– Паянхи кун тӗлне Ҫӗпрел районӗнче вилӗм кӑтартӑвӗ юлашки 5 ҫул шутне ҫитрӗ. 2016 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен районта ҫул ҫинчи 10 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулса иртнӗ пулсан, унта вилекенсен пӗтӗмӗшле шучӗ 5 ҫын шутланнӑ. Кӑҫал вара Ҫӗпрел районӗнче çул-йӗр транспорт инкекӗсенче эпир 5 ҫын ҫухатрӑмӑр. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ регионти ҫулсем ҫинче вилнӗ, – терӗ вӑл.
Шкул маршручӗсене пăхса тăрассинче те право йӗркине пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫӗпрел районӗнче ачасене турттарас ӗҫе 17 шкул маршручӗ тӑрӑх пурнӑҫлаҫҫӗ. Участоксенче барьер-чăрмавсем, асӑрхаттаракан ҫул паллисем ҫук, çавăн пекех çул хӗрринчи участоксенче те ҫитменлӗхсем пур. «Çак проблемӑсене, ҫавӑн пекех шкул транспорчӗсене Глонасс системипе ҫыхӑнтарнине те тӗрӗслесе тӑмалла», – тесе пӗтӗмлетӳ турӗ Габдурахманов.
ТР ГИБДД пуҫлӑхӗ ТР Патшалăх автоинспекцине Телеграмм-каналпа ӗҫе хастарлатма чӗнсе каларӗ. Ҫав канал урлӑ ӳсӗр автомобилистсем тата çул-йӗр юхăмӗн правилисене пӑсакансем ҫинчен анонимлӑ пӗлтерме пулать. Çак тема енӗпе вăл уйрӑммӑн чарăнса, Ҫӗпрел районӗнче паянхи кун тӗлне 49 автомобилиста ӳсӗр пулнă май тытса чарнине палӑртрӗ. Ку пӗлтӗрхинчен икӗ хут ытларах. «Шухӑшламалăх та, анализ тума та пур», – терӗ вӑл.
Ларура Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин Данис Сатдиновӑн докладне итлерӗç. Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Михайлов район территоринче аварие хирӗç йышӑнакан мерăсем ҫинчен каласа пачӗ. Пӗлӳ паракан учрежденисенче çул-йӗр юхăмӗн çамрăк инспекторӗсем тата ачасен çул-йӗр-транспорт инкекӗсене профилактикăлас ӗҫ ҫинчен çутӗç уйрăмӗн начальникӗ Ильсур Халитов тухса калаçрӗ.
Лару ӗҫне район прокурорӗн ҫумӗ Ильмас Гарафутдинов та хутшӑнчӗ. «Пур ҫитменлӗхсем те пире паллӑ. Хамӑр енчен тишкерӳсене малалла тăсăпăр», – терӗ вӑл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев