Çырăнтару компанийӗ июнӗн 27-мӗшӗччен малалла пырать
Хаçатăмăра çырăнсамăрччӗ, хисеплӗ туссем!
Районăн «Туган як», «Тăван ен» хаçачӗсене хальлӗхе мӗнпурӗ 1700 çын çеç çырăннă.
Иртсе пыракан çурçуллăхра çырăннисен шучӗ 2200е яхăнччӗ. Ăнланатпăр, хӗрӳ ӗç вăхăчӗ.
Апла пулсан та, 91 çул сирӗн, аçăр-аннӗрсемшӗн, аслаçăрсемшӗн тухса тăнă хаçата çырăнсамăрччӗ ӗнтӗ. Хаçатăн вулаканӗ пулмасан – вăл пичетленсе тухма та чарăнать, унăн шăпи сирӗн аллăрта пулнине те ан мансамăр. Çырăнтару компанийӗ июнӗн 27-мӗшӗччен малалла пырать.
Сире хисеплесе: «Тăван енсем».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев