Çутă та Аслă Мӑнкун ячӗпе
ХИСЕПЛӖ ПРАВОСЛАВИ ХРИСТИАНӖСЕМ!
Православи тӗнне ӗненекен районти мӗнпур ҫын-на Мӑнкун ячӗпе ӑшшӑн саламлатӑп!
Христос Чӗрӗлсе тăни – христиан тӗнчи паллӑ тӑвакан чи сумлӑ уявсенчен пӗри. Вӑл пурнӑҫ ҫӗнелсе вӑй илнине сӑнарлать, ҫемьесене ӗненӳ ҫуттине парнелет, чӗресене юратупа тата шанӑҫпа тултарать, ырӑ ӗҫсем тума тата пархатарлӑ тӗллевсемпе ҫунатланма хавхалантарать. Мӑнкун уявӗ ҫавӑн пекех православи халӑхӗн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хаклакан кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ.
Мӑнкун ҫынсене пӗр чӑмӑра пӗрлешме, ырӑлӑх патнелле туртӑнма пулӑшать.
Христиан тӗнӗн ырӑ йӑлине пӑхӑнса ҫак кун кашни çын ырă туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗчӗсене тасатма тӑрӑшать, çывӑх ҫыннисемпе, тӑванӗсемпе пӗрле пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнать.
Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа ҫитӗнӳсем сунатӑп!
Марат ГАФАРОВ, Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев