Çурхи хир ӗҫӗсем пуҫланчӗç
Тӗп хыпар

Çурхи хир ӗҫӗсем пуҫланчӗç

Районти ҫӗр ӗҫченсем-механизаторсем кӑҫал ҫуркунне 8462 гектар лаптăкра кӗрхи культурӑсен калчисене тата 8619 гектар лаптăкри нумай ҫул ӳсекен курӑксене удобренипе апатлантарчӗç

Районти хуҫалӑхсем хушшинче «Цильна» обществӑн ӗҫченӗсем, чи малтан, ҫурхи  уй-хир ӗçӗсен чи паха агротехника мероприятийӗсенчен пӗрне – нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма пуçăнчӗç.

Ҫанталӑк условийӗсене пула, калчасене апатлантарасси пӗлтӗрхинчен темиҫе кун каярах пуҫланчӗ. «Цильна» обществӑн директорӗн çумӗ Раис Раимов каланӑ тӑрӑх, вӗсем 1522 гектар лаптăкра нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарас ӗçсене вӗçленӗ. Обществӑра кӗрхи культурӑсем валли минераллӑ удобренисем кӗртме пуҫланӑ. Ку ӗҫе 185 гектар ҫинче ирттернӗ.

Пӗтӗм ӗҫ йӗркеллӗн пырать. Механизатор Рамиль Акбаров «Тюмень-2» маркăллă агрегатпа нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарать. Ку ӗҫе Дамир Алимова, Ингель Зяббарова, Сергей Ильина, Иван Фролова та явӑҫтарнӑ. Вӗсенчен кашниех тӗрлӗ маркӑллӑ техникӑна çӳретет, удобренисем пушатса, вӗсене уй-хире илсе каять.

Механизаторсем Азат Сатдинов, Владимир Дергунов – «Т–150» маркӑллӑ тракторсемпе, Ильгиз Миначев тата Альберт Ахметзянов «МТЗ-1221» тракторсемпе нумай ҫул ӳсекен курӑксене сӳрелеҫҫӗ.

– Иртнӗ кӗркунне эпир 2022 ҫулхи тырпул валли 300 гектар ҫине тулӑ акрӑмӑр. Халӗ уй-хир ӗҫӗсен пӗрремӗш тапхӑрне пуçăнтăмăр. Кунсем уяртасса кӗтетпӗр. Çурхи ака валли вӑрлӑхлӑх материалсене, удобренисене, çӳнтармалли-сӗрмелли материалсене тахҫанах хатӗрлесе хутăмăр. Кӗрхи тырӑсем те лайӑх хӗл каҫнă, – тет обществăн директорӗн çумӗ Раис Раимов.


Нет комментариев