Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Covid-19па чирлекенсен шучӗ ӳсет

Кăçалхи 8 уйăхра Çӗпрелӗн 3992 çынни вакцина тутарнă. Пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра коронавируспа чирленӗ 159 682 çын палăрнă. 151 223 ҫын, ҫав шутра иртнӗ талӑкра 78 ҫын сывалнă. Ҫак чиртен вилекенсен шучӗ улшӑнмасăр юлать: 2001 тӗслӗх

 

Ҫӗпрелӗнче паянхи кун тӗлне (8 уйăхра) çак чирпе чирленӗ  1107 тӗслӗхе регистрациленӗ. Çавсенчен 82 çын больницӑра сипленнӗ тата сипленеççӗ.

Районти тӗп больницӑн тӗп врачӗн çумӗ Виталий Тяхин коронавирусран сыхланмалли тӗп меслет вӑл прививка тутарни, – тет.

– Хальхи вăхăтра районти тӗп больницӑра вакцинаци тăвасси малалла пырать. Вакцинăна икӗ компонетлине тутарма сӗнетпӗр. Пӗрремӗшне тунӑ хыҫҫӑн, тепӗр виҫӗ эрнерен иккӗмӗшне тутармалла пулать. Унсӑр пуҫне, коронавирусран Спутник V вакцинӑна та сӑмса урлӑ (назальная вакцина) кӗртме пултараҫҫӗ. Вакцина та, çаплах, икӗ компонентлӑ, иккӗмӗшне пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен кӗртеҫҫӗ. Прививка кабинечӗ тунтикунран пуҫласа эрнекун ирхине 8.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен ӗҫлет. Ҫавӑн пекех ялти фельдшерпа акушер пункчӗсенче вакцинăна тутарма пулать, – тет Виталий Тяхин.

Реклама

Кунсӑр пуҫне, врач, сивӗсем пуҫлансан вирус чирӗпе чирлекенсен шучӗ ӳсни ҫинчен асӑрхаттарать. «Яланах сӑмса тăкăлнипе, ӳсӗрнипе, ӳт температури ӳснипе çыхăнса пыракан çак чире пневмонипе пӑтраштарма пулать. Респираторлă чирсем вирус тата вируслă пулманнисем çине пайланаҫҫӗ. Пуҫламӑш стадире йывӑррӑн ирттерекен ОРВИпе пневмоние те уйӑрса илме ҫук. Пӗрремӗш  тӗслӗхре вара ӳт температурине чакарма, килте выртса чире ирттерме май пулсан, иккӗмӗш тӗслӗхре – вӑраха яма юрамасть. Пневмони питех те кӑткӑсланусемпе хăрушă пулма пултарать. Ҫавӑн пекех антибиотиксемпе час-часах рационаллă усӑ курма пулмасть. Ҫакӑ вара микрофлора вӗсене хӑнӑхасси патне илсе çитерет. Ҫавӑн пекех пациентсенче ҫак препаратсем тӗрлӗ реакципе палăрма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та антибиотиксемпе усӑ курасси çине ҫирӗп пăхмалла», – тет врач.

ОРВИн пирвайхи паллисем курӑнсан, чи малтан, больницӑна кайма, вируса хирӗҫ препаратсем, витаминсем, фитопрепаратсем йышӑнма сӗнеҫҫӗ. Лайӑх профилактика мери – ҫавӑн пекех, апат-ҫимӗҫ рационне С витаминпа пуян продуктсем кӗртни, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени, тулли ыйхă, ӳт-пӳ хăнăхăвӗсем туни пулса тăрать. Грипп тата сывлăш çулӗсен çивӗч вирус инфекцийӗ сарӑлнӑ тапхӑрта халӑх йышлă пухӑнакан вырӑнта  сахалрах пулма тăрăшмалла, çакă чир ересрен сыхланма пулăшать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев