Бюджета дефицитсăр йышӑнчӗç
Район Советӗнче
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн вунвиҫҫӗмӗш ларӑвӗ иртрӗ. Ларӑва пӑхса тухма пирӗн районшӑн актуаллă пулнă ыйтусене те кӗртрӗҫ. Вӗсем: «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Уставне улшӑнусем тата хушусем кӗртесси ҫинчен» решенийӗн проекчӗ çинчен. «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн 2022 ҫул валли тата 2023 тата 2024 ҫулсенчи планлă тапхăрӗн бюджечӗ ҫинчен» решенийӗн проекчӗ çинчен», «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Анат Чакă ял тӑрӑхӗн генеральнăй планне ҫирӗплетесси ҫинчен» пулчӗ.
Пӗрремӗш ыйту енӗпе район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухинӑн докладне итлерӗç. Ларӑва пӑхса тухма кӗртнӗ иккӗмӗш ыйту анлӑрах та тӗплӗнрех вӗренме ыйтать. Депутатсен умне 2022 ҫул, 2023 тата 2024 ҫулсенчи планлă тапхӑрӗ валли район бюджетне пӑхса тухма сӗнчӗç.
Бюджета пӑхса тухма пуҫличчен вӗсем районӑн çывăх çулсем валли социаллӑ-экономика аталанӑвӗн прогнозне те пӑхса, тишкерчӗç. Çавсемпе килӗшӳллӗн тӗп финанс документне хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Социаллӑ-экономика аталанӑвӗн шухăшӗсем ҫинчен докладпа Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Ильмир Измайлов тухса калаçрӗ.
Çак ыйту енӗпе, çаплах, Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗнчи финанспа бюджет палатин ертӳçи Ильдар Ракипов тата район Совечӗн бюджетпа финанс ыйтӑвӗсем, вырӑнти налуксем тата пухусем енӗпе ӗҫлекен комисси ертӳçин Рамис Низамутдиновăн доклачӗсене те итлерӗҫ. Мӗнпур докладсем енӗпе шухăшсемпе ылмашăннă хыççăн депутатсем 2022 ҫул валли район бюджечӗн тӗп характеристикине çирӗплетесси çинчен решени йышăнчӗç. Вӗсем палăртнă тупӑш калӑпӑшне 761992,42 пин тенкӗ, тӑкаксен пайӗнче – 761992,42 пин тенкӗ пулма çирӗплетрӗç. 2022 ҫул валли район бюджетне дефицитсӑр йышӑннӑ.
Ларăвăн кун йӗркине лартнă виҫҫӗмӗш ыйту та районшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӑл ял тăрăхӗсен тӗп планне тӑвас енӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫакна ӑнлантарнӑ май Марат Гафаров ҫак процедурăна нумай вӑхӑт йышӑннине тата вӑл кӑткӑс ӗҫ пулнине каласа иртрӗ. Анчах, ял тăрăхӗсен тӗп планӗ пулмасăр, никам та нимӗнле строительствăна та 2023 ҫултан пуçласа, строительство тума ирӗк илеймӗ. Ҫак плана тума ял тăрăхӗсен бюджечӗсенче укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварман пулин те, чи малтанхисем пулса Анат Чакă ял тăрăхӗ çакӑн пек плана тутарса, ӑна ларӑва пӑхса тухма кӗртнӗ. Ку ыйту енӗпе Ӗҫ тӑвакан комитет ертӳҫин ҫумӗ Ильхам Бикчуров тухса калаҫрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев