Августӑн 10-мӗшӗ –Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ кун
Çӗпрел муниципаллă район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламлани
Уяв ячӗпе!
– Хисеплӗ ҫӗпрел ҫыннисем, ентешсем!
Эпир истори летопиçне кӗнӗ, республикӑмăра ҫутта кӑларакансем, çыравçăсем, ученӑйсем, искусство ӗҫченӗсем, ӗҫ тата вӑрҫӑ паттӑрӗсем панӑ районта пурăнатпăр. Ҫӗпрел районӗ илемлӗ ҫутҫанталӑкӗпе кăна мар, çак çӗр çинче пурăнакан тăрăшуллă, халӑхпа, хастар ӗçре малта пыракансемпе мăнаçланать.
90 çул хушшинче ял ӗçченӗсен пӗрлехи тăрăшуллăхӗпе Ҫӗпрел çирӗп аталанакан района çаврăнчӗ. Районăн паянхи пурнăçӗ аслă çулсенчи çынсен ăслă канашӗсемпе, çамрăксен канăçсăр ӗçӗпе, опытлă ăстасен ӗç çитӗнӗвӗсемпе, ачасен таланчӗсемпе тăвăнать. Ăста аллисемпе тата сӳрӗк пулман чӗрисемпе пурнăçа илемлетекен çынсем тăван енӗн летопиçне çыраççӗ тата унăн шанăçлă малашлăхне çирӗплетсе вăй хураççӗ.
Малашлăхшăн пулнă ӗмӗтӗмӗр кашни çынна: хирсенче, фермӑсенче, тӗрлӗ социаллӑ отрасльсенче ырми-канми вăй хуракан вӑтам ӑрăва, республикăна, Пӗтӗм Раҫҫейри спорт ӑмӑртӑвӗсенче призлă вырăнсем йышăннă çамрăксене, çакăнтан 75 ҫул каялла çӗршыва хӳтӗлесе таврăннă, çулӗпе ӗнтӗ 90ран иртнӗ ватăсене, Аслă Çӗнтерӗве хăйсен пайне кӗртнӗ ветерансене, районта тата ун тулашӗнче пурӑнакан Çӗпрел ҫыннисене пӗрле çирӗплетет, пӗрлештерет. Районăмăрăн аталанӑвӗшӗн ырми-канми ӗҫленӗ халӑха тав тунине пӗлтеретӗп. Ҫутӑ пуласлӑха шанчӑк нихӑҫан та ан сӳнтӗр! Чӗресенче оптимизм туйăмне сыхласа, лайăха, ырăлăха ăнтăлса, район тата та илемленӗ, аталанӗ, тесе шанатăп.
Хаклӑ Çӗпрел çыннисем!
90 çул хушшинче йӗркеленӗ тăван енӗмӗрӗн тӗп эткерлӗхне – историпе традицийӗсене, нумай нациллӗ халăхăмăрăн туслӑхне тата тӑнӑҫлӑхне куç шăрçине сыхланă пек упрар тата ăруран-ăрăва куçарса пырар!
Сире ырлӑх, лăпкă, ҫутӑ пурнӑҫ, мӗн тума шутлани пурнӑҫланма, телей, сывлӑх сунатӑп.
Уяв ячӗпе! Район кунӗпе!
Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев