Аслă Чăнлă вăтам шкулӗн вӗренекенӗ куракансен симпатийӗн призне тивӗҫлӗ пулчӗ
Çӗршыв шайӗнчи проекта «Экологи» – ачасен куçӗпе» тесе ят панă ачасен ӳкерчӗкӗсен республика конкурсне пӗтӗмлетӳ тунӑ.
«Эко-утилизаци» номинацире куракансен симпатийӗн призне Аслă Чăнлă вăтам шкулӗнчен 4 класра вӗренекен Карим Мухамметзянов çӗнсе илчӗ. Ертӳçи – Рамзия Мистякова.
Йӗркелекенсем каланӑ тӑрӑх, кашни ачан ӗҫӗ интереслӗ тата илемлӗ пулнӑ. Конкурса 1500 ытла ӳкерчӗк тата 250 практикăлла çул-йӗрпе проект йышăннă. Çӗпрел районӗнчен конкурса 30тан ытла ӗҫ янӑ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем енӗпе 18 проект авторӗсене тата 18 ӳкерчӗке дипломсем пачӗç. Парнелемелли мероприяти видеоконференци формачӗпе иртрӗ. Карим Мухамметзянова та онлайн-мероприятие чӗннӗччӗ. Ăна парнене район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин пачӗ.
«Конкурсăн тӗллевӗ – ҫамрӑксен çӗршыври экологи проблемисене татса парассине явăçтарасси, «Экологи» федераллă проекта пурнӑҫласси ҫинчен информаци пӗлтересси тата ҫыхӑнура тăратасси. Тата вӑл «Единая Россия» партин «Таса çӗршыв» проектне пурнӑҫлас шайра иртет», – тесе ӑнлантарчӗç йӗркелекенсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев