90 çул: Район тата унăн халăхӗпе пӗр утăмра
1930 ҫулта, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн сакӑр уйӑхран, майӑн 1931 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче район хаçачӗ – «Коммунар» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухать
Хаҫатăн пӗрремӗш редакторӗн должноçне Газиз Кабирович Кабиров (Апас районӗнче ҫуралнӑ) пурнăçлать. Штатра виҫӗ единица – редактор, яваплӑ секретарь тата литература работникӗ пулать.
Хаҫат алӑпа ҫавăрса ӗçлеттерекен механикăлла станок ҫинче пичетленнӗ. Станока вырнаçтарнă типографире икӗ наборщица тата печатник ӗҫлеҫҫӗ. Наборшицăсем – Хадича Атнагулова, Минлегаян Сайрова, хаҫата пичетлекен вара – Гафиятулла Гатуллин. Редакципе типографи ҫурчӗ Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Шкул урамӗнче (Школьная) вырнаҫнӑ пулнă. Ун хыççăн Дзержинский урамне куҫарнă (халӗ ҫак вырӑнта «Ак Барс» банк вырнаçнă).

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан редакцире, типографире ӗçлекен наборщицăсăр тата пӗр хаçат пичетлекенсӗр пуçне, штатра икӗ ҫын кӑна юлаççӗ: Магруй Исхаковна Якупова тата яваплă секретарь Мунира Замдиханова (Халиллина).
1958 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хаҫат 4 страницăллă пулса, эрнере 3 хут тухма пуҫлать. Редакцире ӗҫлекенсен шучӗ ӳсет, корреспондент, литература сотрудникӗ пек штатсем йӗркеленеҫҫӗ. Кунта ӗçленӗ Талгать Булатов, Нурмухамет Хисамов, Анвар Зарипов пек ӗçченсем тавра пултаруллӑ ҫамрӑксем пуçтарăнаççӗ. Абдулла Абязов, Роберт Ракипов, Рифкать Хисматов, Рашит Шакиров, Абдулла Шахмаев, Рафагать Низамов, Рафаять Сибгатуллин, Расых Сабитов, Рафаиль Субаев, Файзулла Наумов, Шаймардан Нуруллин пек тата ыттисем те литература жанрӗ патне туртăмӗ пулнă чи малтан, ҫак хаҫатра статйисемпе сӑввисене пичетлеҫҫӗ.
60-çулсенче районсене пысӑклатас политика пуҫлансан, Çӗпрел районӗ Пӑва районне хушӑнсан, редакципе типографие те хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне чарса лартма тивнӗ. 1967 ҫулта вара, район ҫӗнӗрен йӗркеленсен, район хаҫачӗ те июнӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа, тухма пуҫлать. Ку вӑхӑтра вăл тутар чӗлхипе –«Яна юл», чӑвашла – «Çӗнӗ çул» пулса, пичетленме пуçлать. Редакторӗ пулма Ядкарь Сафиуллович Айнуллов палăртаççӗ. Вӑл «Яна юл» хаҫат редакторӗ пулса 1997 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗччен ӗçлет. Ҫак тапхӑрта паянхи кун республика шайӗнчи паллӑ поэтсемпе прозаиксем: Фирюза Замалтдинова, Рамис Аймат, Иршат Закиров, Дамир Ахметзянов, Гульнур Ахмадуллина, Эльвира Сафина, Азат Вахитов, Амир Сабирзянов хӑйсен статйисене район çыннисене паллашма кӑлараҫҫӗ.

Нумай ҫул хушши тата тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн хаçат редакторне Я.С.Айнуллова ТАССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Указӗпе килӗшӳллӗн Хисеп грамотипе чыслаççӗ, «СССР пичечӗн отличникӗ» паллӑна, «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» текен хисеплӗ ята тивӗҫлӗ пулать.
1997 ҫулхи ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнчен редактор пулма унччен районти киносеть, типографире ертӳçӗ посчӗсенче ӗçленӗ Рашит Насибуллович Фатхуллова палăртаççӗ. Хаҫат та 1998 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнчен «Туган як» ятпа тухма пуҫлать. Унӑн дизайнӗ улшăнать – компьютер ҫинче пуçтарăнса, малтан ризографпа, каярахпа «Идел-Пресс» типографире пичетленсе тухма пуçлать.
Компьютерăн кăткăс программисене вӗренсе, хаçата версткăлама вӗренекенсем Райса Камалова, Нина Ягашкина, Любовь Трофимова, Диля Мухаметшина, Ольга Петухова пулчӗç. Вӗсенчен виççӗшӗ паянхи кун та хăйсен ӗçӗсене ăнăçлă малалла тăсаççӗ.
2001 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа «Туган як» хаҫат редакторӗн тивӗҫне Резида Замалетдинова пурнӑҫлама тытӑнать. Вăл – «Тутарстан Республикин пичет тата массăллă коммуникацисен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ».
Ертӳçисем, ячӗсем ылмашăнсан та хаҫат хăйӗн миссине шанчӑклӑ пулса юлать, саманапа пӗр тан утать. Паян редакцие икӗ чӗлхепе пичет изданийӗ пичетлесе кăларакан тесе кăна калама пулмасть. Район çыннисен, республика халăхӗн, пӗтӗмлетсе каласан, Ҫӗпрел районӗн, Тутарстан Республикин ҫӗнӗ хыпарӗсемпе паллашса пыракан кашни ҫын «Туган як» редакцийӗн интернет уçлăхӗнче хӑйӗн сайчӗ пуррине пӗлет. Çак сайтра район журналисчӗсен: Рашит Фатхулловăн, Альберт Шараповăн, Сания Шарапован, Гулия Фаизован, Нурислам Хафизовăн, Римма Мавлютован, Анастасия Михайлован, Ольга Романован, хаçатăн штатра тăман корреспонденчӗн Г.Карсаковăн статйисене вырӑс, тутар, чӑваш чӗлхипе вырнаçтараççӗ. Сайта кунне 4000 яхӑн ҫын кӗрет, вӗсенчен 1500-е яхӑнăшӗ чарӑнса, унти статьясене вулать. Редакци коллективӗн «Туган як», «Тăван ен», «Родной край» хаçатсен социаллӑ сечӗсенче: «ВКонтакте», «Одноклассники», «Твиттер», «Фейсбук», Ютуб, Тик-ток; мессенжерсенче: Телеграммра, Ватсапра йӗркеленӗ ушкӑнсенче 40 пине яхӑн тусӗ-ҫырӑнаканӗ пур.

Вăл – районăн летопиçӗ. Вӑл тухнă тапхăрта район çыннисем унăн страницисенче ку енӗн иртнӗ историне, çакăнта çуралса, çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнса творчество пурнăçӗпе интересленнӗ паллă çынсем – ҫутӗҫ ӑстисем, ученӑйсем, вӗрентекенсем, писательсем, артистсем, патшалӑх тата парти деятӗлӗсем, вӑрҫӑпа ӗç паттӑрӗсем, çар çыннисем, ӗҫре малта пыракансем çинчен çӗршер очерк, тӗрленчӗксем вуларӗç тата вулаççӗ. Ку тутарла тата чӑвашла районта салатакан хаҫатсен – иккӗшинче, интернетри виçӗ чӗлхеллӗ сайтӗнче, ушкăнӗнче паян та çапла.
Хаçатăн йӗкӗреш тăванӗ
Чăваш чӗлхипе пичетленсе тухакан дубляжра, «Тăван ен» хаçатăн 1934 ҫултан пуçласа 1936 çулхи июнӗн 3-мӗшӗччен пӗрремӗш редакторӗ Сергей Капаров пулнӑ. Анчах та çак хаҫата икӗ ҫул кӑна кӑларнă, чарăнса юлнă. 1955 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа «Коммунар» хаҫатӑн чӑваш чӗлхипе дубляжӗ каллех тухма пуҫлать. Ҫак лару-тăру, çаплах, чӑвашла ҫыракан ял корреспонденчӗсен пултарулӑх аталанӑвӗ ҫине пысӑк витӗм кӳнӗ. Вӗсен хушшинче паян чӑваш халӑхӗ хушшинче паллӑ, пултаруллӑ ҫыравҫӑсене, поэтсене, журналистсене çаврăннисем те пайтах. Вӗсем: К. Петров, С.Сорокин, А.Чебанов, В. Клементьев, Н.Кузнецов, П.Быков, Г. Агапов, Л.Степанов, Н.Никифорова, В.Афанасьева, Н.Ларионов, Н. Казаков. Тӗрлӗ ҫулсенче, чӑваш чӗлхипе тухакан район хаҫатне активлӑ ҫырӑнса илекенсем Н.Хмелев, В.Чернов, А.Яшкин, А.Ильин, А. Казаков, К.Зайцев, П. Герасимов, Н.Казаков, В.Бельдяков, Н.Ларионов, Н.Алексеев, Н.Магарин, А.Федотов, П.Долгов, П.Ярухин, Г.Карсаков, Н.Мискин тата ытти вун-вун çын пулни паллă. Хаҫат районта пурăнакан тата чăваш наци халӑхӗн туслăхне, социаллӑ проблемӑсене татса парассине, наци культурине аталантармалли этапӗсене, ҫитӗнӳсене, район историне, халӑхăн йӑли-йӗркипе тата ытти ыйтусене тутар чӗлхипе тухса тăракан хаçатпа пӗр пӗлтерӗшре ҫутатса тӑрать. Тӑван ен историне вӗренме халалланӑ материалсене яланах вырнаҫтарса тăнăшăн «Тăван ен» хаҫат Атӑл тăрăхӗнчи республикăри районӗсенчи чӑвашла тухса тӑракан хаҫатсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Жюри пӗтӗмлетӗвӗпе вăл Н.Я.Бичурин ячӗллӗ парнепе парнеленчӗ.

Хаҫат редакторӗн дубляж енӗпе çумӗсем пулса тӗрлӗ ҫулсенче: Д.В. Митуллов, Е.М.Жирнова, М.Н.Жирнова, Н.Е.Егоров, Н.В.Маняков, Н.А.Магарин, Г.С.Гав-рилова, А.Н.Афанасьева, И.Н.Кузьмина, Г.Н.Ко-чурова, Т.П.Игнатьева ӗçлеççӗ.
(Статьяна çырнă чухне Рафаил Субаевăн «Чүпрәле: узган еллар, үткән юллар» кӗнекипе усă курнă).
Редакци, типографи – иккӗшӗ пӗр тикӗс
Районти типографие, «Коммунар» хаҫат тухнă ҫулсенче, хаҫат редакторӗсем ертсе пынă. 1967 ҫулта типографи директорӗн штатне кӗртеççӗ. Унӑн пӗрремӗш директорӗ Лотфулла Шакуров пулать. Ун хыҫҫӑн кунта ертӳҫӗсем пулса Равиль Багаутдинов, Рашит Фатхуллов, Амир Айнуллов, Назим Нафиев, Ильгизар Байбулатов ӗҫлерӗç.
Типографире верстальщиксем, хаҫата тата бланк материалӗсене машинăпа пичетлекенсем те ҫавӑн пекех йышӑннӑ плансене, кулленхи заданисене тата заказсене вӑхӑтра пурнӑҫлассишӗн тӑрӑшрӗç.
Ӗҫченсенчен Хадича Атнагулова, Рокия Сыраева (нумай хут издательство, полиграфи тата кӗнеке суту-илӗвӗн ӗҫӗсем енӗпе ТАССР Патшалӑх Комитечӗн Хисеп грамотипе, темиçе хутчен «Социализмла ӑмӑрту çӗнтерӳҫи» паллăпа, «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн», В.И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа пӗрре мар чысланӑ. «Ӗçри хастарлăхшăн» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсене тивӗçлӗ пулнă наставниксем), Сания Шакурова («СССР пичечӗн отличникӗ», «Социализмла ӑмӑрту çӗнтерӳҫи» паллăсене тивӗçлӗ пулнă, наставник), Амина Салимзянова, Марьям Алиаскарова, Фарида Хасанова, Эльза Шарапова, Нина Григорьева, Елизавета Белова, Таисия Игнатьева, Гульгена Валиуллина, Гузель Камалова, Нина Албутова («СССР Пичечӗн отличникӗ»), Резида Шарапова, Резеда Садыкова, Гульшат Ахметова, Марина Стратонова, Зульфия Абдулганиева, Зинаида Стратонова, Гулина Яхиева тата ыттисем тӗрлӗ ҫулсенче кунта ӗçлесе, хисеп çӗнсе илчӗç.
Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенче типографире хаҫатсемпе заказ-бланксем кӑткӑс техникӑпа пичетленме пуçларӗç. Ҫак техникăсене вун-вун ҫул хушши тӗрӗс-тӗкел ӗçлеттерессишӗн Наиль Залялов наладчик пулса вăй хучӗ.
Хаҫат «Идель-Пресс» издательствӑра пичетленсе тухма пуçласан, типографире ӗҫӗн калӑпӑшӗ чакрӗ, каярахпа ӑна редакципе пӗрлештерчӗҫ. Унта ӗҫлекенсенчен нумайӑшне редакцие ӗçе илчӗç.
Районта тухса тăнă «Коммунар», «Яна юл», «Туган як» хаҫат редакцийӗсене ертсе пынӑ çынсем:
1931-1933 çулсенче – Газиз Кабирович Кабиров
1933-1935 çулсенче – Ясир Шарафутдинович Яушев
1935-1936 çулсенче – Аглиулла Гатауллович Гатауллин
1936-1939 çулсенче– Тагир Мингазович Рахматуллин
1939 ҫул – Ахматгарай Ахтямов
1939-1941 çулсенче. – Хусаин Ахметзянович Хусинов
1942-1947 çулсенче – Магруй Ихаковна Якупова
1947-1950 çулсенче – Зариф Валиуллович Валиев
1950-1951 çулсенче - Афзал Шигапович Шигабутдинов
1951-1955 çулсенче -Зиатдин Насретдинович Атнагулов
1955-1962 çулсенче – Алулла Тазетдинович Хайрутдинов
1967-1997 çулсенче – Ядкарь Сафиуллович Айнуллов
1997-2001 çулсенче – Рашит Насибуллович Фатхуллов
2001 çултан пуçласа – Резида Ринатовна Замалтдинова
Хаҫат ҫинчен вулакансен шухăшӗ
Евгений Иванцов, (Кивӗ Çӗпрел ялӗ):
– Район хаҫатне шкулта вӗреннӗ çулсенченех вулатӑп. Халӗ те, чи малтан, район хаҫатне алла илетӗп, хамӑн ентешӗмсем, пӗлӗшсем ҫинчен статьясене интересленсе вулатӑп.
Хаҫат паян та ҫивӗч хыпарсемпе, интереслӗ публикацисемпе савӑнтарма пӑрахмасть. Хаҫат коллективне тата пичет ветеранӗсене питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнă хаçатăн 90 ҫулхи юбилейӗпе саламлатӑп. Пурсăра та творчество ҫитӗнӗвӗсем, лайӑх кӑмӑл-туйӑм тата интереслӗ тӗлпулусем сунатӑп!
Геннадий Карсаков, ӗҫ ветеранӗ (Ҫӗнӗ йӗлмел ялӗ):
– Районти «Тăван ен» («Туган як») хаҫат тахҫантанпах манӑн юлташăм шутланать тесен те, йӑнӑшмастӑп. Хаçатăн ӗлӗкхи редакторӗсене Ядкарь Айнуллова, Рашит Фатхуллова, журналистсене Альберт Шарапова, Роза Муртазинана, Рафагать Низамова, Николай Магарина, Николай Егорова лайӑх пӗлетӗп. Вӗсем хӑйсен ӗҫне чун-чӗререн парӑннӑ ҫынсем, чӑн-чӑн ăстасем, хаҫата интереслӗ, ку чухнехи пек пичетлесе кăларассишӗн вăхăчӗсене те, вăйӗсене те шеллемерӗç (хӑшӗсем вилнӗ, вырӑнӗсем çăтмахра пулччӑр). Хаçат вăрăм ӗмӗрлӗ, куллен тухакан ытти кӑларӑмсен хушшинче сӳнми ҫӑлтӑр пулса тăтăр!
Гузалия Сагдиева, çутӗç ветеранӗ (Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ):
– Ачаранпах эпӗ «Яна юл» хаçата атте-анне çырăнса пынине, вуланине пӗлетӗп. Вӑл мăшăрăмăн Филоредăн, хуняман та юратнӑ хаҫачӗ пулчӗ. Паян эпир «Туган як» хаçата çырăнса илетпӗр. Пирӗн пӗр ҫул та хаçата çырăнмасăр юлни пулмарӗ, мӗншӗн тесен хамӑрăн пурнӑҫа хаҫат-журналсӑр куç умне кӳрсе те тӑратма пултараймастпăр. Мана «Туган як» хаçатри пур статьясене те ӑнланмалла чӗлхепе, тарӑн шухӑшлӑ ҫырни, район пурнӑҫӗнчи конкретлӑ фактсене çутатни тата ытла вӑрӑм пулманни килӗшет. Хаҫат ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм воспитанийӗ парас енӗпе те пысӑк вырӑн йышӑнни, районти шкулсенчи ҫӗнӗ хыпарсене тӑтӑшах пичетлени уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Хамӑн пурнӑҫа ачасене пӗлӳ тата воспитани парас ӗҫе халалланӑ ҫын пулнӑ май, мана шкул пурнӑҫӗ ҫинчен, историпе ҫар темисем ҫинчен калакан статьясемпе паллашма уйрӑмах кӑмӑллӑ. Юбилей ячӗпе сире! Хаҫат нумай ҫул хушши халӑхшӑн ӗҫлесе тӑтӑр!
Аслă Çӗнтерӳ: 76 çул
Вӑрҫӑ тата «Коммунар»
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче йышлӑ район çыннисемпе пӗрлех, редакци журналисчӗсем, типографи ӗҫченӗсем те хăйсене шеллемесӗр тăшмана хирӗç ҫапӑҫнӑ.
Редакторсем Аглиулла Гатауллович Гатуллин тата Хусаин Ахметзянович Хусаинов, яваплӑ секретарь Шайхутдин Шигабович Хайрутдинов, редактор çумӗ Вафа Мифтахов, секретарь Шайхулла Зайнуллин, пай заведующийӗ Аляутдин Миннебаев хаяр ҫапӑҫусенче пуç хунă. Типографире хаçат пичетлекен Амирзян Салимзянов Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчен инвалид пулса таврӑннӑ. 1931-1938 ҫулсенче типографире ӗçлекен Г.Гатауллин та Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансанах фронта мобилизациленнӗ, Ленинград оборонинче хутшӑннӑ тата пуçне хунă. 1946 ҫултан пуҫласа 1984 ҫулччен редакцире ӗҫленӗ, Афзал Шигапович Шигабутдинов, Зиятдин Атнагуллов та ҫавӑн пекех вӑрҫӑ инваличӗсем.
40-мӗш ҫулсенче редакци штатӗнче корреспондент, корректор, машинистка пек ӗҫченсем пачах та пулман. Вӑрҫӑ пуҫлансан редакцире икӗ, типографире – виҫӗ сотрудник ӗçлесе юлнă. Материалсене кунӗн-ҫӗрӗн тата çӗрле ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче ҫырнă, корреспондентсенчен килнӗ çырусене пурне те ҫак икӗ ҫын ӗçе кӗртсе, тӗрӗслесе, пухса хаçатра пичетлесе кӑларнӑ. Çак тапхăрччен тăватă страницăллă пулса, эрнере пӗрре тухакан хаҫат, эрнере икӗ хутчен икӗ страницăллă пулса пичетленнӗ.
Ентешӗмӗр поэт Шараф Мадаррис 1942-1945 ҫулсенче «Тӑван çӗршывшӑн», «Ҫӗнтерӳ Ялавӗ» пек хаҫатсенче ҫар корреспонденчӗ пулнă. Вăл çав хаҫатсен кашни номерне тенӗ пекех «Коммунар» редакцине ярса тӑнӑ. Ҫакӑ район хаҫачӗпе фронт хушшинчи тачă ҫыхӑнӑва йӗркелеме питӗ пулӑшнă. Ш.Мадаррис ярса панă клищесенчен фотоӳкерчӗксем пирӗн тӑрӑхри ялсенчен фронта тухса каякан хамӑр ентешсен паттӑрлӑхӗ ҫинченхи хыпарсене куçарса пичетленӗ.
Редакци ӗçченӗсем вара, фронта хӑйсен хаҫачӗсене ярса панӑ, тылри ӗç ҫинчен хыпарсене пӗлтерсе тăнă. Оборонăна ҫирӗплетме укҫа-тенкӗ пухасси, салтаксем валли ӑшӑ тумтир хатӗрлесси пек патриотла мероприятисем ҫинчен фронтри ентешсем «Коммунар» корреспонденчӗсем урлӑ информациллӗ пулса çапăçнă.
Ҫак тапхӑрта хаҫатăн сӑн-сӑпатне, содержанине фронтри ентешсен, тылра юлнă çынсен хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлени ҫинчен калакан статьясем тӳрӗ килнӗ. Вӑл икӗ страницăллă кăна пулнӑран, ытларах официаллӑ материалсем вырӑн йышӑннă.
(Рафаил Субаевăн «Чүпрәле:
узган еллар, үткән юллар» кӗнекинчен).
Валентина Соловьева
Хаçатçăсене
Ĕçĕр йывăр сирĕн,
Чунăрсем таса.
Чун савăнать пирĕн
Хаçат вуласа.
Ирсерен пăхатăп
Почта ещĕкне.
Вуласа тухатăп
Хаçат çырнине.
Ахăлтатса култăм
Хĕскĕчпе пĕрле.
Эп таçта та пултăм
Çуллапа хĕлле.
Пурнăç çĕнĕлет-ха,
Чăнлăхпа сывлать.
Пуласлăхĕ пур-ха,
Халăх хăй калать.
Хаçат уявӗ майĕн
Çыртăм тав туса.
Ĕçĕр йывăр сирĕн,
Чунăрсем таса.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев