Закона пăхăнмасан – наказани илетӗн
Суд залӗнчен
Январӗн 11-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнчи 1-мӗш номерлӗ суд участокӗн судйи З.Р.Яфизова административлӑ правӑна пӑсни çинчен Сайдашевăн ӗҫне пӑхса тухрӗ.
Сайдашевăн транспорт хатӗрӗпе çӳреме прави те пулман, ăна 2021 ҫулхи ноябрӗн 17-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра ӳсӗр пуçпа, мотоблокпа çӳренӗ вăхăтра тытса чараççӗ.
Суд ларӑвӗнче Сайдашев айӑпа йышӑннă, сӑра ӗҫрӗм, тесе ӑнлантарать.
Материалсене пӑхса тата тишкернӗ хыҫҫӑн, 1-мӗш суд участокӗ Сайдашева административлă право йӗркине пăсни çинчен калакан кодексăн 12.8 статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплӑ тесе йышӑнать, вунӑ талӑклӑха (январӗн 11-мӗшӗ, 12 сехетрен пуçласа) арестлемелле тесе решени кăларать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев