Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йытӑ: тус-и, е тӑшман?

Ял ҫыннисем хуçасӑр йытӑсем тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма ыйтаҫҫӗ

Ялсенче иртнӗ тӗлпулусен вӑхӑтӗнче урамсенче чупса çӳрекен йытăсем нумайланни, çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Эпир те ҫак ыйтăва мӗншӗн çулсерен хускатаççӗ-ши тесе, уçăмлăх кӗртме шут тытрӑмӑр. Ҫул ҫинче ӗҫе каякансенчен, таврăнакансенчен, йытӑсем чӑр-мантармаҫҫӗ-и тесе ыйтрӑмӑр. Ҫавӑн пекех килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсемпе килсе тухнă ыйтăва мӗнле татса парассине эпир район пуҫлӑхӗн çумӗнчен Алексей Ярухинран ăнлантарса пама ыйтрӑмӑр.

Ӗлӗкхи ҫулсенче урамра хуçасăр ҫӳрекен йытӑсене сунарçăсене чӗнтерсе пертеретчӗç, ҫавӑн пекех, наркӑмӑшлӑ канфетсем парса та вӗлерттеретчӗç. Анчах та, юлашки ҫулсенче йышӑннӑ законсем тӑрӑх паянхи кун йытӑсене пеме те, наркăмăш пама та, пӗтӗмлетсе каласан, вӗсене тӗкӗнме те юрамасть. Çӗнӗ законпа урамсенче чупса ҫӳрекен йытӑсене тытса, тивӗçлӗ вырăна илсе кайса, вӗсене ӗрчеттерес марришӗн, стерилизацилеме кăна пулать. Çак ӗҫе те Раҫҫейре палăртнă хуласенчи приютсемпе калаҫса кӑна пурнӑҫлаççӗ. Вӗсем заявкăпа тата тӳлевпе килӗшӳллӗн илсе кайса, хуçасăр йăтăсене килсе илсе каяççӗ. Аçа йытăсене стерилизацилеççӗ, ама йытăсене, çаплах, çурламалла мар тăваççӗ тата... Çак хуçасăр йытăсене ăçтан илсе кайнă, каялла çавăнтах хăвараççӗ. Эсир: «Йытӑсен проблеми пӗтмӗ, вӗсем ҫыртма, тапăнма пӑрахмӗҫ», тетӗр-и? Нимӗн те тума çук – закон ҫавӑн пек.

 

Йытӑ ан ҫырттăр тесен тата çыртсан мӗн тумалла?

Специалист канашӗ

Йытӑ çумӗнчен иртнӗ чухне ăна ан вăрçтар, вӗсем патне çывăха ан пырăр, куҫӗсенчен ан пӑхӑр, хӑранине ан кӑтартӑр.

Йытӑ ҫыртни ӳте сиенлетесси, суранлатасси, юн тымарӗсене сиенлетесси,  юна инфекци кӗртесси патне илсе ҫитерет. Чӗрчунсен ҫӑварӗнче микроб нумай. Ҫыртсан вӗсем ҫыннăн юнне лекеҫҫӗ те инфекци чирӗ кăларса тăратаççӗ.

Йытӑ тапӑнасшӑн пулсан мӗн тумалла-ха?

– «Стоять!», «Сидеть!», «Фу!» командисене каласа, вырăнта тăмалла;

– алăри пӗрер япалана аяккине  пӑрахмалла, çакă унăн тимлӗхне илет;

– пите, мӑйа сыхламалла;

– алăра пулнă япаласемпе усă курса, йыттăн пуҫне, сӑмсине ҫапмалла;

– йывӑҫ тӑррине хӑпармалла е ытти вырăнта пытанмалла.

Йытă ҫыртсан мӗнле мерӑсем йышӑнмалла?

– суранри юна кăштах  сăрхăнтарса кӑлармалла;

– сурана шывпа е водород перекиçӗпе ҫумалла;

– суран хӗррисене йодпа ӗçе кӗртмелле;

– сурана таса пир татăкӗпе ҫыхса хумалла;

– сиен куракана  сиплев учрежденине леçмелле.

Йыттӑн урнă чирӗнчен прививки пуррине уçăмлани паха.

Чирӗн пӗрремӗш паллисем – суран ыратни, организм вӑйсӑрланни, ӳт температури хăпарни, сурчӑк нумай пӳлӗнсе тухни. Ҫак паллăсем 10 кун хыççăн (сайра хутра кăна 30-90 кун) пуҫланаççӗ. Кун пек чухне ҫынна тӳрех госпитализацилемелле.

Профилактика мероприятийӗн чи пахи – уртаракан чиртен  прививка туни.

Алексей Ярухин, район пуҫлӑхӗн çумӗ:

– Хуçасăр йытӑсене пеме те, наркăмăш пама та юрамасть. Вӗсене ятарлă приюта кăна яма пултаратпăр. Иртнӗ çул Мелекес хулинчи çакăн пек ятарлă йытӑсем тытакан  вырӑна 60тан ытла йытă ăсатнăччӗ. Унта закон хушнипе ятарлӑ условисем тата ветеринари тишкерӗвӗ ирттерме майсем пур. Йытӑсене малтан вăхăтлăха пурăнмалли пунктра вунӑ кунлӑх карантинра тытаççӗ. Регистрацилеҫҫӗ, чирӗсем, урнин паллисем пулнипе-пулманнине пăхаççӗ.  Сывӑ йытӑсене стерилизацилеççӗ, урнине хирӗç вакцина тăваççӗ,  ятарлӑ паллă хураççӗ тата ирӗке яраҫҫӗ. Чирлисене, паллах, ҫывӑрттараҫҫӗ.

Ҫак ӗҫсем пурте финанс тăкакӗ ыйтаççӗ. Ӑна республика бюджетӗнчен субсиди формипе параҫҫӗ. Тата хӑйӗн методики  те пур –  1000 ҫынна икӗ йытă шутӗнчен. Урӑхла каласан,  пирӗн районта пӗр çулталӑка  60а яхӑн йытӑ ӑсатма пулать. Тата çак ӗçшӗн 2021 ҫул валли 253,6 пин тенкӗ укçа  пăхăннă. Районти ялсен шутне тата килсӗр йытӑсем кунпа мар, сехетпе ӗрченине шута илсен, ҫулталӑка 70 яхӑн йытӑ сахалтарах, паллах. Эпир ӗнтӗ, хамӑр черетӗмӗрте, ҫак ӗçе район бюджетӗнчи хушма тупăшран та укçа уйӑрма планлатпăр. Пӗр йытта çакăн пек приюта ăсатма тата каялла илсе килме  4000 тенке яхӑн тăкак тытăнать. Ҫавӑнпа та, йытă усрас тесен, ăна тытса тӑма тата вӑй çитнипе-çитменни çинчен шухӑшласа пӑхма сӗнетпӗр.

 

«Йытӑсем чӑрмантармаҫҫӗ-и сире?»

 

Гульшат Шигапова, Кивӗ ҫӗпрел ялӗ:

– Çак урамра чупса çӳрекен йытӑсемпе аптăранă ӗнтӗ. Вӗсенчен пурне те хуçасăр тесе каламӑттӑм. Йытăсем вӗт вӗсем хăвăрт ӗрчеççӗ. Ама йытă усракан çын йытă çурисене çынсене салатса пӗтереймен чухне вӗсене урама кăларса ярать, лешсем вара, çапла урамри йытăсене çаврăнаççӗ. Çӳп-ҫап вырăнӗсем патне пухăнса унта чакаланаҫҫӗ, пакетсене ҫуркаласа, ҫӳп-ҫапа салатса пӗтереççӗ. Çакăн пек условисенче ăçта ӗнтӗ тасалăх, йӗрке, экологи çинчен калаçма пултарăн!

Час-часах эпӗ йытă усракансене «сире йытă мӗн тума кирлӗ» текен ыйту паратăп, вӗсем вара мана «кил-ҫурта сыхлама» тесе  хуравлаҫҫӗ.  Юрать, кил-çурт хуралçи пултăр, анчах та вӗсем ҫынсене хӑратса урам тӑрӑх ҫӳреме тивӗçлӗ мар вӗт ӗнтӗ. Ушкӑнпа та, икшерӗн-виçшерӗн çав йытăсем мана ирхине те, каçпа ӗçрен таврăннă чухне те тӗл пулаççӗ. Хăратăп эпӗ вӗсенчен, мӗншӗн тесен йытӑсенчен пӗри кăна тапăнсан, унпа юнашаррисем те тапăнма пултарӗç. Хӗрарӑмсемшӗн, аслă çулсенчисемшӗн, шкултан таврăнакан ачасемшӗн те кӗрт йыттисем уйрӑмах хăрушă, вӗсене хирӗҫ тӑрассишӗн арҫын вӑйӗ кирлӗ. Çурт хуҫи  йытă усрать иккен, ӑна кăкарса тăтăрччӗ, урамра çӳретес килет иккен, йытта уçăлма поводокпа илсе тухмалла. Енчен те вăл иртсе çӳрекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать пулсан, ăна çăварлăх тăхăнтартмалла. Сăмахран, хулари пек.

Нина Ягашкина, Чӑваш Çӗпрел ялӗ:

–Эпӗ Чăваш Çӗпрел ялӗнчен район центрне ӗçе çӳретӗп. Йытӑсен проблеми  питӗ пăшăрхантарать. Темиҫе километр хушша иртесси маншăн тамăкпа пӗр тан. Çуртсенчен пӗринчен кашни кунах мана хирӗç икӗ йытӑ чупса тухаççӗ, иртсе кайма памаççӗ. Хуҫи те пӗлет çак лару-тăрăва, курать, анчах лӑпкӑн сӑнаса тӑрать, йыттисене кăкарса хума шутламасть те. Пачах урӑхла, «вӗсенчен пӗри ҫыртать, асӑрхануллӑ пул», тесе каласа, мана «лăплантарса» та хучӗ. Акă çак çурт патӗнчен тытăнса урам тăрăх ялтан тухиччен мӗнле утнине куçсăр умне кăларса тăратăр ӗнтӗ!  Йыттисем те вӗт вӗре-вӗре, тапăнас пекех, манпа юнашар чупаҫҫӗ. Йытӑсен хуҫисене те «сăнчăртан вĕçертсе ан ярăр вӗсене, е тата каҫхине кăлармасăр тăрăр ӗнтӗ»,  тесе темиçе хут та каласа та пăхрăм, кăкармаççӗ.

Çыннăн халне ҫын пӗлмест, хăй çак лару-тăрăва лекмесен, тет халăх, çакă манăн тӗслӗхре пулӗ ӗнтӗ.

Ильдар Юсупов, Анат Чăнлă ялӗ:

- Йытӑсен проблеми пирӗн ялта питӗ актуаллă пулса юлать. Эпӗ ирхине кашни кун хӗрӗме Альбинана шкула ӑсататăп тата хирӗç кайса илетӗп, вăл 1-мӗш класра кăна вӗренет. Хамӑрăн кил-çурт умӗнчен тытăнса шкул патне ҫитиччен урам тăршшӗпе пире урамри йытӑсем ӑсатаҫҫӗ тата каялла кӳрсе яраççӗ. Урамри йытăсем те мар вӗсем, кашнийӗн хуҫи пур, анчах хуҫисем вӗсене сăнчăртан вӗçертсе, урама кăларса яраҫҫӗ. Ачасем те, аслисем те вӗсенчен хӑраҫҫӗ. Ӗнтӗ йытăсем ял ҫыннисене ҫыртнă вăхăтсем те пулчӗç. Çак ыйтӑва эпӗ халӑх пухӑвӗнче те хускатнăччӗ, хамӑрăн ялти полицин участок инспекторне заявлени те ҫыртăм. Ял тӑрӑхӗнчен те, полицин участок инспекторӗ те йытӑсен хуҫисене килӗсене кайса асӑрхаттарнине те пăхмасăр, хӑш-пӗрисен йыттисем халӗ те пулсан урамра ирӗкре ҫӳреҫҫӗ. Аптăрамалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев