Реклама
Хыпарсем
Юрамасть пулсан – юрамасть
Ҫӗпрел районӗн прокуратури Кӗçӗн Упи ялӗнче пурăнакан 57 ҫулти ҫын тӗлӗшпе преступлени ӗçӗ енӗпе айӑплав актне ҫирӗплетнӗ.
Вăл РФ Уголовнăй Кодексăн 228 статйин 1 пайӗпе, преступлени тунăшăн айăпланать. Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, 2020 ҫулхи июль уйӑхӗнче вăл Кӗçӗн Упи ял территорийӗнче хирте ӳсекен кантӑра пуҫтарать. Вӑл унран усă курма хăй валли 66,5 грамм калăпăшӗнче наркотикла вещество хатӗрлет.
Полици ӗçченӗсем вара, сентябрь уйӑхӗнче, оперативлӑ-шырав мероприятийӗсене ирттернӗ вăхăтра çак веществона тупаççӗ тата унран илеççӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнать.
Преступлени ӗҫне Ҫӗпрел районӗнчи суда пăхса тишкерессишӗн ярса панă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев