Реклама
Хыпарсем
Йӗркене пăснă 13 ҫын палăрнă
Районта ГИБДД автоинспекторӗсем «Ача кресли» ятлӑ «Тоннель» профилактика мероприятийӗ ирттерчӗç.
ГИБДД уйрăмӗн инспекторӗсем Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи Газовая урамӗпе Строительная урамӗсем хӗресленнӗ çул çинче сыхă тăчӗç.
– Ачасене ача-пӑча креслисӗр турттаракан водительсем инспекторсен уйрӑм контролӗнче пулчӗç. Пӗчӗк пассажирсемшӗн ҫул ҫинче тӗп тата чи паха сыхлану хатӗрӗ – ачасемшӗн тытса тăракан оборудовани пулса тăрать. «Тоннель» операци вӑхӑтӗнче йӗркене пăснă 13 ҫын палăрчӗ, протоколсем тултарчӗç, закона пӑснӑшӑн вӗсене штраф тӳлеме тӳрӗ килӗ, – тет шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев