Ырă професси хуçи
Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Альфик Ирфанович Хисамовӑн ӗмӗрӗ ялпа çыхăннă
Ветеринари врачӗ – ырӑ профессисенчен пӗри. Вӑл кашни пурăнакан пунктра ял çыннисем хушшинче уйрӑм хисепе тивӗçлӗ, тата ку мӗншӗн çапла пулнине ăнланмалла та. Ветеринари службинче нумай ҫул чыслăн ӗҫленипе Альфик Ирфанович та хисеп çӗнсе илчӗ. Ӑна яваплӑ, пулăшакан, пӗлӳллӗ тата опытлӑ ветеринари врачӗ пулнă май пӗлеҫҫӗ.
Кивӗ Чукал шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫар службинче пулать. Пӑвари ветеринари техникумне вӗçлесе, тӑван яла таврӑнать. Пӗлӳллӗ ҫамрӑк специалиста участок врачӗ пулма палăртаççӗ. Хулаçырми участокӗнче ветеринари ӗçне пурнӑҫлать. Участок пысӑк пулать, кунта Хулаҫырми, Чакă, Шатăршан, Аслă Аксу ялӗсем кӗреççӗ. Агрофирма филиалӗсенче те выльӑхсем нумай пулаççӗ, халӑхра та. Ҫамрӑк специалист ӗҫтешӗсемпе те, ял ҫыннисемпе те хӑвӑрт пӗр чӗлхе тупать.
Паллă ученӑй И.П.Павлов «Врач этеме сиплесен, ветеринар пӗтӗм этемлӗхе сиплет» тесе ахаль кăна каламан. Ял хуҫалӑх отраслӗнче ветеринари ӗҫченӗсен ролӗ пысӑк. Вӗсен ӗҫӗ районти эпизоотика лару-тӑрӑвӗн хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерет. Альфик Ирфановичӑн та ӗҫ сехечӗсем ирхи тӑваттăран пуҫланса, каçчен малалла пыраççӗ. Выльăхсем чирлесен вара талӑкӗпех тӑсӑлать. Ветеринари врачӗ выльӑхӗсем чирлесен çын чӗнсе илес пулсан та, кунăн хăш вăхăтне пӑхмасӑрах, пулӑшма тӑрӑшать.
Паянхи кун вӑл Тутар тата Чӑваш Паснапуç, Çӗнӗ тата Кивӗ Чукал, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсене пӗрлештерекен Чукал участокӗнче ветеринар ӗçне пурнӑҫлать. Ӗçне юратса, пӗлӗвӗпе усă курса, чыслăн ӗçлет. Агрофирма ертӳçинчен те, халӑхран та ун ҫинчен мухтаса калаçнине кăна илтетӗн.
Уйрăм хуҫалӑхсенче те вӗсем нумай выльӑх усраҫҫӗ. – Ялта пурăнса, выльӑх-чӗрлӗх усрамасăр тăма май ҫук, – тет Альфик. Паянхи кун вӗсен хуҫалӑхӗнче ултӑ сӑвакан ӗне, тӑватӑ пӑру пур. Сурӑхсем те нумай. Выльӑх апатне хăйсем те хатӗрлеççӗ, туянаççӗ те.
Мӑшӑрӗпе вӗсем икӗ ачана пурнăç парнеленӗ. Мăшăрӗ Фарида Йӗлмел участокӗнче ӗҫлет.
Ҫапла малашлăха ӗмӗтленсе пурӑнать ӗнтӗ ял халăхӗ. Хулан шавлӑ пурнӑҫӗпе интересленмесӗр, сахал ҫывӑрса, нумай ӗҫлет. Яла та акă Альфик Хисамов пек кӗçӗн Тӑван ҫӗршывне юратакан ҫынсем пурӑнтараҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев