Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ырă кăмăллă Ирина

Район халăхӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма тӑрӑшать.

Кам-тăр апат пӗçерме кăмака тăвать, хăшӗсем ӑшӑ нускисем ҫыхаççӗ, лапша касаççӗ... 

Манăн статьян геройӗ Ҫӗнӗ Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Ирина Краснова та ятарлӑ ҫар операцийӗсенче хутшăнакансене алă ӗçӗпе пулӑшать. 

Ирина Васильевна ҫемьере ултӑ ачаран асли пулнӑ. 12 ҫулта амӑшӗ, Лидия Александровна, йывӑр чирлесе ӳкет. Ашшӗ Василий Павлович вара колхозра — ирхине ӗҫе каять, каҫхине таврӑнать. Иринана, ачасенчен асли пулнӑ май, хуҫалӑхри пур ӗҫсене те туса пыма тӳрӗ килет. Вăл килти ӗҫсене те, уроксене хатӗрленме те, пиччӗшӗсемпе йӑмӑкӗсене пăхма та ӗлкӗрет. Килте, чирлӗ пулсан та, амӑшӗ пур — вӑл та канаш парса пулӑшать. 
Шкултан вӗренсе тухнă хыҫҫӑн фармацевтика енӗпе пӗлӳ илет хӗр, тӗрлӗ ҫулсенче аптекӑра, Упири приютра ӗҫлет. 

Ял каччипе Василий Николаевичпа çемье çавăрса, тӑватӑ ачана пурнăç парнелет. Ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм приютра ӗҫленӗ ҫулсенче хӑйӗн ҫемйине икӗ хӗре йышăнать. Рамиля ун чухне 8 ҫулта, Эльвира 6 ҫулта пулнӑ. Хӗрачасем ҫӗнӗ ашшӗ-амӑшне кăмăллаççӗ, тепӗр куннех вӗсене «анне», «атте» тесе чӗнме пуҫлаççӗ. Хальхи вӑхӑтра та çемьене çыхăнтаракан вăчăра татăлман — хӗрсем килсех çӳреççӗ. 

Яланах ӗçре пулнă тата çын хуйхине хӑйӗнни пекех йышӑннӑ Ирина Васильевна 2022 ҫулта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли ӑшӑ чӑлха ҫыхма пуçлать. Вӗсем 50-шар мӑшӑр çăм нуски çыхса, гуманитари пулӑшӑвӗпе ҫар ҫыннисем патне ӑсатаççӗ. Унсӑр пуҫне, Ирина ял ҫыннисемпе пӗрле, маскировка сеткисем çыхнă çӗрте те, ытти япаласем хатӗрлеме те хутшӑнать.

— Тăнăçлăх пултăрччӗ, пирӗн ачасене хӑвӑртрах тӑван енӗсене таврӑнма пӳртӗрччӗ, — тет Ирина.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев