Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫынсене инкек патне мӗн туртать: шыв-шурсенче иккӗмӗш вилӗм

2021 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнче хăтаракансем Ҫӗнӗ Кахăрлă плотини тӗпӗнчен 49 ҫулхи арҫын виллине кӑларчӗç Тархасшăн, асăрхануллă пулăр!

 

Ҫапла вара, районти шыв-шурсенче эрне хушшинче иккӗмӗш вилӗм пулчӗ. Унччен, июнӗн 29-мӗшӗнче, Çӗнӗ Шăхалӗнчи шыв пуххинче 22 ҫулти каччӑ шыва путнӑччӗ.

Районти Культура çуртӗнче чрезвычайлӑ лару-тӑру тата шыв объекчӗсенче çынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе комисси ларӑвӗ иртнӗ. Канашлу район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе, район прокурорӗ Ильдар Маликов хутшӑннипе иртрӗ.

Канашлӑва ирттерессин кирлӗлӗхӗ районти шыв объекчӗсенче оперативлӑ лару-тӑру кăткăсланнипе ҫыхӑннӑ. Ларура районти шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе йышăннă мерӑсем çинченхи ыйтусене хускатрӗç.

Шыв-шурсенче çынсен вилӗмӗн тӗп сăлтавӗ – вырăнсенче асăрхаттаракан аншлагсем хунине те пăхмасăр, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни тата оборудованилемен вырăнсенче шыва кӗни.

Ларура  районти пушар сӳнтерекен-хăтаракан службăн начальникӗ Роман Колпаковăн тухса калаçнине итлерӗç. Вӑл шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе, шывра инкек кăларса тăратас марришӗн йышӑннӑ мерӑсем ҫинчен каласа пачӗ. Ял  активӗсенчен тăракан профилактика ушкӑнӗсем йӗркелеме, районти шыв объекчӗсенче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе хушма мерӑсем ҫинчен калакан постановлени проектне сӗнчӗ.

Район прокурорӗ Ильдар Маликов вырăнсенче ял тăрăхӗсен службисемпе пуҫлӑхӗсене ялсенче шыв объекчӗсем патӗнче ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тата çынсем ан путчăр тесе ҫителӗклӗ шайра ӗҫ пурнăçламаннине аса илтерчӗ.

Вăл: «Шыв объекчӗсенче рейдсем йӗркелессине, шыв хӗрринчи территорисен шайӗ енӗпе ӗçсене контрольте тытассине вăйлатмалла. Шыва кӗме чарни ҫинчен асӑрхаттаракан аншлагсем вырнаçтарни кăна ҫителӗксӗр. Ҫынсем пӗлсе тăччăр тесе, çак шывра е урăх вырăнсенче çын путса вилнӗ тесе çырса хуни те кирлӗ», –терӗ.

Чрезвычайлӑ лару-тӑру комиссийӗ шыв объекчӗсенче инкек кăларса тăратас марришӗн оперативлӑ мерӑсем йышӑнма, уйрăммăн илсен, çырма тата шыв-шурсем патӗнче профилактика рейчӗсем ирттерессине йӗркелемелле текен решени йышӑнчӗç. Унсӑр пуҫне, ачасем хушшинче «Ишме вӗрен!» акци йӗркелемелле, ачасене ишме тата хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсене вӗрентме йӗркелессине районти вӗренӳ уйрӑмне çирӗплетрӗ. Канашлура шыва кӗме чарас, хӑрушсӑрлӑх правилисем тата шыв ҫинчи хăрушă инкексем енӗпе те калаçу пулчӗ  канашлура.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

– Мӗнпур шыв-шурсен хӗрринче те çителӗклӗ контроль кирлӗ, унта шыва кӗме чаракан информаци щичӗсем тата паллӑсем лартмалла, вӗсене район прокурорӗн сӗнӗвӗпе туллилентермелле, ҫавӑн пекех оборудованилемен вырăнсенче шыва кӗнӗшӗн административлӑ штраф хывмалла, халӑхпа профилактика ӗҫне вӑйлатмалла, - терӗ.

 

Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗнче шыва кӗме юрӑхлӑ пӗр объект та ҫук.

 

Справка

Иртнӗ çулсен хушшинче шыв-шурсенче хăрушă инкек 2018 ҫулта районта пулнине палăртнă, Унта Кивӗ Чукал ялӗн çул çитмен ачан пурнăçӗ татăлнăччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев