Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫын шучӗпе пуйма шутланă

Закон çирӗ

Район сучӗ М. тӗлӗшпе хускатнă уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухрӗ.

М. пӗр вăхăт хушшинче районти Ӗç тăвакан комитетăн хула строительствипе архитектура пайӗн тӗп специалисчӗн должноҫне пурнăçлать. Вăл тата А. «2014-2017 ҫулсем тата 2020 ҫулчченхи тапхӑр валли ял территорийӗсене çирӗп аталантарасси» тӗллевлӗ федерацин программине хутшӑннине пӗлет, ун хыççăн телефонпа темиҫе хут та шăнкăравласа, кайран ватсап урлӑ А. патне çырса, пӗр паллӑ сумма тӳлемелли условипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма социаллӑ тӳлевсем илме пулӑшу парассине пӗлтерет. Хӑйӗн ӗҫне вӑл ҫак тӳлевсене илессишӗн хӑш-пӗр ҫынсене парне памалла пулать тесе ăнлантарать. Паллах, А. килӗшет. Ҫакӑн хыҫҫӑн М. А.на хӑйӗн банкри счечӗн номерне тата Сбербанк карттин номерне те парать, укҫине унта куҫарма калать. М. улталанине сисмен А., паллах ӗнтӗ, 22 пин тенкӗ укçине тивӗçлӗ счетӑн номерӗ çине куçарать. М. ҫакӑнпа кăна ҫырлахмасть, А .па калаҫса, унран 11  пин тенкӗ укçине татах хӑйӗн счечӗ çине куçарттарма май тупать. Ҫапла вара М. пулӑшма шантарса, ултавлӑ майпа А.ран 33 пин тенкӗ укçине хăйӗн счечӗ çине куçарттарать.  Ҫав майпах вӑл Б.ран та 50 пин тенкӗ укçине куçарттарать. Ҫав схемӑпах вӑл О.ран та 60 пин тенкӗ, Н.ран 62 пин тенкӗ, С.ран 100 пин тенкӗ, Р.ран. 98 пин тенкӗ, Л.ран 121 пин тенкӗ, Д.ран 82 684 тенкӗ укçисене улталаса хăйӗн счечӗ çине куçарттарать. 

Паллах ӗнтӗ, пулӑшма сӑмах парса та, никама та пулӑшас ҫуккине пӗлсе, М. ӗҫе тытӑннӑ.

Реклама

Район сучӗ М.на РФ 159 статйин 3-мӗш пайӗпе преступлени тунӑшӑн айӑплӑ тесе йышӑнать, ӑна тӑватӑ ҫул ирӗкӗнчен хăтармалла майпа, наказани палăртать. РФ Уголовлă Кодексӗн 73-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, наказание условлă улӑштарать, тӗрӗслев срокне виҫӗ ҫула палӑртать. Çак постановленипе килӗшӳллӗн, вӑл виҫӗ ҫул хушши уйӑхра икӗ хут пырса юсаннине ҫирӗплетме тивӗçлӗ пулать. М. тата сӑнав срокӗ вăхăтӗнче условлă судпа айӑпланнисене тӗрӗслесе тӑракан ятарлӑ патшалăх органне пӗлтермесӗр, вӑл ирӗк памасӑр яланхи пурӑнакан вырӑнне улӑштарма пултараймасть.

(Материала район сучӗн пресс-секретарӗпе Лилия Мушараповапа пӗрле хатӗрленӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев