Январь уйăхӗнчен – çӗнӗ законсем
Кăçал 2022 ҫул та граждансемшӗн ҫӗнӗ тӳлевсем тата улшӑнусем илсе килчӗ
Кашни ҫул çӗнӗ çула кӗрсенех çӗнӗ законсем вӑя кӗреҫҫӗ тата унччен пулнисем çумне улшӑнусем е хушăмсем кӗртеҫҫӗ. Кăçал мӗн-мӗн улшăнчӗ-ши?
Чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи
Пӗрремӗшӗнчен, чи пӗчӗк ӗҫ укҫине 12792 тенкӗрен пуҫласа 13890 тенкӗ таран ӳстернӗ. Вӑл декрет, больницӑсен тата страховани тӳлевӗсен суммисем ҫине витӗм кӳрет.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе те ӳсет: 13793 тенкӗ – ӗҫлеме пултаракан халӑх валли; 10882 тенкӗ – пенсионерсем валли; 12274 тенкӗ – ачасем валли пулӗ.
Пенси
Январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ӳсӗм енӗпе страховани пенсийӗ 8,6 процент ӳсет. Банкрот-пенсионерсене тӳлевсенчен хăтарӗç. Социаллӑ пенсисене апрелӗн 1-мӗшӗнче ӳстерӗҫ. Ӗçлекен пенсионерсен пенсийӗ ҫулсерен августӑн 1-мӗшӗнчен ӳсет.
Заявленисем тӳлевсем
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӗ инвалидлӑх енӗпе страховани тата социаллӑ пенсие илме; ӗҫпе тивӗҫтерекен службăн сӗнӗвӗпе пенси илме заявлени ҫырмалла мар. Ҫавӑн пекех больничный, декрет тата ача ҫуралсан пособи памалли йӗрке те заявленисӗр пулӗ.
Ачасемшӗн тӳлевӗсем
Халӗ нумай ҫемьен пӗрремӗш тата иккӗмӗш ачи виçӗ çула ҫитиччен кашни уйӑхра паракан тӳлевсене илме май пур. Енчен те ҫемьери кашни ҫын тупӑшӗ ӗҫлеме пултаракан халӑх валли регионта палӑртнӑ икӗ хут пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе шайӗнчен иртмест пулсан, çак ҫемьене пулӑшу пама палӑртнӑ. Пособи виҫи те ӳснӗ – вӑл кӑҫалхи çул ачасем валли палӑртнӑ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫепе танлашать.
«Амӑшӗн капиталӗ»
«Амӑшӗн капиталӗн» укçи-тенки халӗ палăртнă инфляцирен мар, фактра пулнă инфляципе индексациленӗ. «Амӑшӗн капиталӗн» укҫи-тенкин виҫине кашни ҫулах февралӗн 1-мӗшӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухаççӗ.
2022 ҫулта «Амӑшӗн капиталӗ» пӗрремӗш ача ҫуралнӑ е ачана усрава илнӗ чухне 503237 тенке, иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан – 605009 тенке тӳрӗ килӗ.
Электронлӑ больничнăйсем
Январӗн 1-мӗшӗнчен электронлӑ больничнăйсем обязательнӑй пулса тӑчӗҫ. Больничнăй енӗпе паракан пособийӗн чи пысӑк виҫи те ӳсрӗ – вăл кунне 2572 тенкӗ таран е уйӑхне 80 пин тенке яхӑн пулӗ.
Спорт налогӗн вычитанийӗ
Ҫӗнӗ 2022 ҫулта физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тытăнакан тăкаксен пӗр пайне каялла тавăрма май пулать, енчен те вӗсем спорт Министерствин реестрӗнчи организацисене тӳленнӗ пулсан. Спорт налогӗн вычитанине хамӑршăн та, ачасемшӗн те каялла тавӑрма пулать.
Çулҫӳрев
Январӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа апрелӗн 12-мӗшӗччен çулçӳрев турне е гостиницăсене броньланӑ чухне «Мир» карточкипе тӳленӗ вăхăтра 20% таран кешбэк илме пулать. Чи пысӑк кешбэк 20 пин тенкӗ шутланать. Отпуска каяссине РФ ҫулҫӳревсен сайтӗнче планлама май пур.
2022 ҫулта Раҫҫей халӑхӗн уйрăм кредит рейтингӗ – кредит пултарулӑхӗн кӑтартӑвӗ йӗркеленет. Раҫҫей Тӗп банкӗ банксемпе микрофинанс организацийӗсене тӳлев енӗпе пултарулăхӗ сахал пулнă граждансене кредитсем парассине чикӗлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев