Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялăн юрă-ташăпа иртнӗ пӗр каçӗ

Социаллӑ сетьсене пăхса тăракансем культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ мероприяти йӗркеленине пӗлеççӗ, ҫапла майпа ял пурнӑҫне чӗртсе тӑратаҫҫӗ.

Ку енӗпе  питех те Çӗнӗ Кахăрлă, Чăваш Паснапуç, Хураката, пенсионерсен пӗрлешӗвӗ питӗ хастар. Вӗсем йӗркеленӗ мероприятисенчен пӗринче эпир те пултӑмӑр. Наци йӑли-йӗркине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тӗллевпе, Çӗнӗ Кахăрлă ялӗнче Мадинăпа Мидехат Замалетдиновсен кил-ҫурчӗ умӗнче ирттернӗ, «Ял каçӗ»  текен мероприяти пулчӗ вăл.

Унта ялти аслă çулсенчисем те, вӑтам ҫулхисем те, ҫамрӑксем те килнӗччӗ. Йӗри-таврари кӳршӗ ялсенчен те, Чӑваш Республикинчен килекенсем те пурччӗ.

Мероприятие  кил хуçи хӗрарăмӗ Мадина  Нурулловна уҫрӗ тата килекенсене  тав турӗ. Кашни наци хӑйӗн ял тăрăхӗнче йӗркеленсе кайнӑ, ăруран-ăрăва куçакан  йӑла-йӗркесене, çынсен пурнӑҫ йӗркисене, хӑйсене-хăйсем  тытмалли правилăсене, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне упраса хӑварма ăнтăлать. Каçра та унчченхи ҫулсенче ирттернӗ пек «Улах çурчӗ» представленисем те пулчӗç юрӑ-ташӑсемпе, вӑйӑсемпе çыхăнса пычӗ. Каҫа килнӗ хăнасем тӗрлӗ вăйăсенче хаваспах хутшӑнчӗç. Каҫхи улахсем те тимлӗхсӗр юлмарӗҫ. Тутар  халăх наци тумӗсене тăхăннă хӗрарăмсем – ялти активистсем каҫхи улахсене хаваслансах кăтартрӗç. Ӗлӗкхи ҫулсенче хӗллехи вӑрӑм каҫсенче тутар хӗрарӑмӗсем пӗрле пухӑнса ҫăм авăрланине, ҫыхнине, тӗрленине тата хурӑн милӗкне мӗнле ҫыхмаллине те илемлӗ кӑтартса пачӗҫ. Паллах ӗнтӗ, пӗрле ӗç ӗҫленӗ чухне хӗрсем халӑх кӗввисене те пурнăçларӗç.

Каҫра  Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗн аслă çулсенчи хӗрарăмӗсенчен пӗри пулнă Сария Халилова та хутшăнса, ял çыннисене хăйӗн  юррисене парнелерӗ. Мероприятие Ильмас Айметов, Раис тата Ильдус Алимовсем  килнӗччӗ. Вӗсем те Çӗнӗ Кахăрлăсене юрă-ташăпа савăнтарчӗç. 

Уявра  хӑнасем пурте сӗтел хушшине ларса, Мадина Нурулловна вăйӗпе хатӗрленӗ тӗрлӗрен тутлӑ апат-ҫимӗҫсемпе, варени, икерчӗ тата çӗнӗ пылпа, вӗренӗ сӑмавар чейӗпе сăйланчӗç. Çавăн пек илемлӗ пӗр каç пулчӗ вăл.

Нажия Хайретдинова:

– Эпир çамрӑк чухне çакăн пек улах çуртсене пуçтарăнса, алă ӗçӗсем ӗçлеттӗмӗр, юрлаттӑмӑр, ташлаттӑмӑр. Урамра камăн та пулин килӗнче    улах каçӗ ирттересси те пурччӗ. Çамрăк чухне, каччăсем хут купăс тытса килетчӗç, эпир, хӗрсем купăс çумне хутшăнса юрлаттăмăр. Çамрӑклӑха таврӑннӑ пекех пултӑм вӗт эпӗ паян. Тавтапуç  Мадинӑпа Мидехат Замалтдиновсене.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев