Ял тата шăпа
Редакцире хӗрӗх ҫула яхӑн вăй хунă Нурислам Ахметзянович Хафизов ҫинчен çак статья.
Вăл «Ҫӗнӗ çул» хаҫатра хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлне пуҫласа янă. Пӗтӗмлетсе каласан, унăн чи çамрăк, илемлӗ вăхăчӗсем редакципе çыхăннă. Унта ӗçе килнӗ, çавăнта пулас мăшăрне Фаридана тӗл пулнӑ. Çак редакцире ӗçленӗ çулсенче виҫӗ ача ҫуратса, ӗçпе çемьеллӗ пурнăçне пӗрле илсе пырса, ачисене те воспитани панă, ӳстернӗ.
Н.Хафизов çырнă уй-хирсем çинчен оперативлӑ хыпарсене радиопа янӑраттаратчӗç çав вăхăтра. Илнӗ пӗлӗве те унăн ял хуҫалӑхӗпе çыхăннă – агрономсемпе, ял хуҫалӑх специалисчӗсемпе опытне пайланă, хаҫатра пысӑк заметкӑсем парас енӗпе те çак пӗлӳ кирлӗ пулса тухнă. Опытлă журналистсем: Афзал Шигабутдинов, Ядкарь Айнуллов канаш панисене шута илсе, мӗн чухлӗ хаçат полосисем çырса тултарнă. Хӑш чухне икӗ-виçӗ йӗрке çырассишӗн мӗн чухлӗ уй- хирсенче, çул çинче пулма тӳрӗ килнӗ.
Журналист ӗҫӗ – нумай енлӗ. Вӑхӑтпа хисеплештермест вăл. Пуçа шухӑш килсе кӗрсенех ҫав минутрах тетрадь çине ҫырса хума хистет. Нурислам Хафизовăн та пӗчӗккӗ кăна тетрадь тата ручка яланах çумӗнчеччӗ. Ҫынсем калаҫнӑ чухне вӗсен шухăшӗсене шăпăрт кăна çак тетрадь ҫине ҫырса хуратчӗ.
Редакцийӗн «Ял хуçалăх уйрăмне» нумай çулсем хушши ертсе пычӗ вăл. Шӑматкунпа вырсарникун пулакан семинар-канашлусем – уншӑн «чун апачӗ»ччӗ.
– Паян та хаçатăма алла илсенех, чи малтанах ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ статьясене вулатӑп, – тет Нурислам Хафизов. – Унтан хамӑр вӑхӑтрипе танлаштаратӑп. Ял хуҫалӑхӗнче мала кайни, 80-90 ҫулсемпе танлаштарсан, питӗ сисӗнет – çавăнпа савӑнатӑп.
Ырă кăмăллă ӗҫтешӗмӗре малашне те ҫирӗп сывлăхлă пулма çемье телейӗ сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев