Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял хуçалăх министерстви ӗнесем валли выльӑх апачӗ туянма субсиди уйӑрӗ

Сӗт туса илекенсем, выльӑх-чӗрлӗх тытакансем выльӑх апачӗ валли пысӑк хаксене пула, тупӑш тӑкаксене витмест, тесе пӗлтереҫҫӗ.

Ҫитес вӑхӑтра Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерстви сӗт-çу компанийӗсем валли выльӑх апачӗ туянмалли субсидисене уйăрса памалли принципа улӑштарӗ. Субсидисем ытларах дояркăсене парăнать. Кун ҫинчен «Коммерсантъ» ҫырать.

Тӳлевсем, хаклӑрах апат туянса, производительсене тухӑҫлӑха ӳстерме хавхалантарма пултараҫҫӗ, теҫҫӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах экспертсем производительствăна ӳстерессишӗн ресурссем ҫитмен фермерсем пасартан кайма пултарнине палӑртаҫҫӗ. Ытларах вӗсене субсиди кирлӗ, тесе специалистсем аса илтереҫҫӗ.

Реклама

Сӗт туса илекенсем, выльӑх-чӗрлӗх тытакансем выльӑх апачӗ валли пысӑк хаксене пула, тупӑш тӑкаксене витмест, тесе пӗлтереҫҫӗ. Тупăш тăкакран ытларах пултăр тесен 30-33 килограмм сӗт сумалла, теççӗ. Халлӗхе, ял хуçалăх министерствин даннăйӗсенчен курăннă тӑрӑх, 2022 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗ тӗлне талăкри вӑтам сăвăм 18,68 килограма тӳрӗ килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев