Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял ӗçченӗсем

Вунпӗр комбайнер республика конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулчӗ

Республикӑн ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви «Чи лайӑх комбайнер – 2021» конкурс пӗлтернӗччӗ.

Республика конкурсӗнче мӗнпур районсенчен 1218 комбайнер хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче  1081 комбайнер пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене, 137 механизатор пӗрчӗллӗ культурăсене çапнă çӗрте ӗҫленӗ.

«Чи лайӑх комбайнер – 2021» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ пулчӗç. Пирӗн районтан тыр çи вăхăтӗнче пысăк кăтартусем тунă вунпӗр комбайнер  республика конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ.

Вӗсем: Марат Низамов тата Динар Низамов («Низамов А.А.» хресчен-фермер хуçалăхӗн комбайнерӗсем), Ильгиз Миначев («Цильна» общество), Ильмас Низамов, Анатолий Хохлов тата Юрий Биктиряков («АгроТрансПорт»), Денис Юркин, Ирек Манюков, Михаил Чувашов тата Петр Архипов («П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма»), Рамиль Ахметзянов («Эталон-Агро»). Вӗсем пурте укҫалла премисене тивӗҫлӗ пулчӗç.

Кунӗн-ҫӗрӗн уй-хирте ӗҫленӗ мӗнпур механизаторсем те мухтава тата хисепе тивӗҫлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев