Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хусан — Ульяновск — Кивӗ Ҫӗпрел çулӗ ҫинче çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртрӗ

ГИБДД: Хăрушсăрлăх

Февралӗн 21-мӗшӗнче Хусан — Ульяновск — Кивӗ Ҫӗпрел ҫулӗ ҫинче 1982 ҫулта ҫуралнӑ район çыннин пурнăçӗ татăлчӗ.
Лада Веста автомашинăна çӳретнӗ чухне вăл, хӑвӑртлӑхне ӳстерсе, малта пыракан транспортран иртсе каять тата управление ҫухатса, хирӗҫ çул полоси çинчен, ҫул хӗррине анса каять. Машинӑри пассажирсенчен пӗри сиен курать. 

— Районти ҫулсем ҫинче йӗркесӗрлӗх хуҫаланать. Ҫулталӑк пуҫланчӗ кӑна-ха, вилнӗ е инкеке лекекен ҫынсем пур, — тесе пуҫларӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов ҫул-йӗр- транспорт комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗнче.

Çавна май, ГИБДД управленийӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов тухса калаçнине те итлерӗҫ. Вӑл çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилнӗ район çынни Хусанпа Кивӗ Çӗпрел хушшинчи ҫул-йӗр правилисене 8 хут пӑсни ҫинчен каларӗ. Вӑл ҫак ҫула 1 сехет те 50 минут хушшинче иртни çинче те чарăнса иртрӗ.

Хусан — Ульяновск — Кивӗ Ҫӗпрел çулӗ ҫинче юлашки 5 ҫул хушшинче 11 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗнче 2 ҫын вилнӗ, пӗри сиен курнă. Инкек-синкексенчен 8-мӗшӗнче транспортсем пӗр-пӗринпе çапăннă, 1-мӗшӗнче çуран пыракан çынна ҫаптарса хăварнă, икӗ хут ҫул ҫинчен анса кайни пулнă. 

Анатолий Михайлов çулăн çак участокӗнче паллӑ ӗҫсем: çул-йӗр правилисене пӑснине видеокамера тата хăвăртлăха сехетре 70 çухрăма çитиччен чикӗлеме паллă лартмаллине çирӗплетрӗ. 

— Çак участокра сасӑ полосисем те кирлӗ, — терӗ вӑл.

ГИБДД ӗçченӗсем аварисен сӑлтавӗсем водительсем тимсӗр пулнинче, васканинче, ӳсӗрле руль умне ларнинче, теççӗ. 

Ҫулсем васканине каҫармаççӗ. Ҫул-йӗр правилисене пӗлнӗ тата пӑхӑнса пынӑ чухне ҫеҫ ҫул хӑрушсӑр, çакна манас марччӗ!

Çул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн штрафсен калăпăшӗ 

— Хирӗҫле полоса ҫине тухнӑшӑн 7,5 пин тенке çити;
— хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе усӑ курмалли правилӑсене пӑснӑшӑн 1,5 пин тенке çити;
— ӳсӗрле транспорт хатӗрне тытса пынӑшӑн е ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынна руль умне ларма шанса панӑшӑн — 45 пин тенке çити; 
— палӑртнӑ хӑвӑртлӑх чиккинчен иртнӗшӗн 750-7500 тенке çити; 
— сывлӑха сиен кӳнӗшӗн 15-30 пин тенке çити.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев