Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хулаçырми ялӗ хăйӗн пултаруллă çыннисемпе пуян

Ăсталăх

Любовь Трофимова

Купăс сассине илтсенех çамрăк чухнехисем аса килеççӗ.                        Çуркунне çитсенех урама, çамрăксем çерем çине тухса юрăсем шăрантаратчӗç, çавăнтах купăс сасси илтӗнсе тăратчӗ. Купăс каласа, ăмăртмалла такмаксем каласа ташлатчӗç. Купăсçăсем вара вăл вăхăтра сайра пулман, вӗсем килӗрен пулнă тесе те калама пулать.

Хулаçырми ялӗ те хăйӗн пултаруллă çыннисемпе пуян. Купăс калакансем те сахал мар пулнă унта. Çакăн пек çемьесенчен пӗри – Новыйсем. Çемье пуçлăхӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче хутшăннă Александр Новый ачаранах купăс калама юратнă, килӗнче вӗсен купăс пулнă, унăн шăллӗ Алексей те купăс каланă. Вăрçăран икӗ урине çухатса, аманса таврăнсан та аллинчен купăсне пăрахман Александр пичче. Мăшăрӗпе сакăр ачине тивӗçлипе пăхса ӳстернӗ. Ашшӗн пултарулăхӗ ачисем çине те куçнă, унăн тăватă ывăлӗ – Николай, Владимир, Анатолий тата кӗçӗнни Юрий те купăспа ăстасенчен кая мар выляма вӗреннӗ. Купăспа калама чăн малтан вӗрентекенни те  вӗсен ашшӗ пулнă.

 – Пӗрремӗш купăса эпӗ кукамайсен маччи çинчен тупрăм. Вăл питӗ кивӗччӗ, тӳмисем те ӳксе пӗтнӗччӗ, апла пулин те пӳрнесене ыраттара-ыраттара купăспа калама вӗрентӗм, эпӗ купăслă пултăм, – тесе каласа парать Николай Александрович.

Александр пичче çут тӗнчерен уйрăлса кайни те нумай çул ӗнтӗ. Ачисен юратнă киленӗçӗ вара паян кунчченех пырать. Вӗсен кашнийӗнех хăйсен ятарлă  купăсӗ пур, уявсенче, хăнасенче вӗсем çынсене купăс каласа юрлаттарма,  ташлаттарма яланах хавас. Кӗçӗнни Юрий Александрович ялтах тӗпленсе пурăнать, Анатолий – Ульяновск облаçӗнче ял хуçалăхӗнче вăй хурать, Владимир вара, шел пулин те, вăхăтсăр çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Николай вара мăшăрӗпе Мускав хулинче пурăнать.

Николайăн çемйи, хӗрӗсем тата мăнукӗсем хулара пурăнаççӗ пулин те, хăйӗн чунӗ ялаллах туртăнать. Вăл кашни çул çуркунне мăшăрӗпе тăван ялне, тӗп çурта таврăнать. Çу каçичченех ялта пурăнать, хӗлле валли улма-çырла, кăмпа пухать, пахчаçимӗç хатӗрлет. кӗркуннечченех пурăнса, çывăх çыннисем валли нумай çимӗçсене консервлать. Çав вăхăтрах Николай тӗрлӗ культура мероприятийӗсенчен те юлмасть. Ялта кăна мар, хулара та вăл активлă пурнăçпа пурăнать, тӗрлӗ çулçӳревсене çӳреме юратать, уявсенче хутшăнать. Николайăн автобиографине кӗскен илес пулсан, вăл – запасри çар çынни. Вăтам шкул пӗтернӗ хыççăн, салтак службине Германире иртет, çывăнтах вăл контракт çырать тата службăна юлать. Унта çичӗ çул пулнă хыççăн, çар службине Нижний Новгород облаçӗнче, ун хыççăн Орел хулинче малалла тăсать. 1983 – 85 çулсенче Афганистан вăрçинче те хутшăнма тӳрӗ килет унăн, тӗрлӗ наградăсене тивӗçлӗ пулать.

Халӗ Николай Александрович тивӗçлӗ канура, апла пулин те, каларăм ӗнтӗ, пӗрре те ахаль лармасть. Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă тесе ахаль каламан. Николай та çавăн пеккисенчен пӗри. Акă нумаях пулмасть вăл хăйӗн тăван килӗ çинчен сăвă çырнă, апла кăна та мар, сăвви валли кӗвӗ те калăпланă. Паллах, чăн малтан çӗнӗ юрра хăйӗн чи çывăх тăванӗсене пуçтарса юрласа кăтартнă.

Сăвă йӗркисемпе хисеплӗ хаçат вулакансене те паллаштарасшăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев