Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Взятка пани ырăпа вӗçленмест

Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем 2020 ҫул пуçланнăранпа взятка панин 22 фактне тупса палӑртнӑ.

Январӗн 3-мӗшӗнче Хусан–Оренбург автоçулăн 126 километрӗнче ГИБДД ӗçченӗсем «Богдан» автомобиле тытса чарнă, унăн хуçи  ӳсӗр пулни палăрнă. Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн, водитель ГИБДД ӗçченӗсене 500 тенкӗ виҫепе укҫан парне сӗннӗ. Суд йышӑнӑвӗпе водителе 25 000 тенкӗ штраф тӳлеме палӑртнӑ.

Февралӗн 25-мӗшӗнче явапран хăтăлассишӗн Чистополь районӗнче «Шевроле Нива» автомобиль водителӗ ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторне 2000 тенкӗ укҫа законсăр пама хӑтланнӑ, ӑна тытса чарнӑ. Суд право пӑсакана 6 уйӑх тӳрлетӳ ӗҫӗсем евӗрлӗ наказани пама палӑртнӑ тата ӗç укçин 15 процентне патшалăхшăн  тытса пырасси пирки йышӑну тунӑ. Кун çинчен пире районти ГИБДД уйрăмӗн полици майорӗ, Анатолий Михайлов пӗлтерчӗ.

Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченне е тата çын урлă взятка панăшăн, Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 291 статйипе килӗшӳллӗн, пилӗкҫӗр пин тенкӗ таран е тата ҫулталӑк хушшинче айӑпланӑ ҫыннӑн ӗҫ укҫин виҫи чухлӗ, е тата пилӗк хутран вӑтӑр хут таран взятка суммипе, е ятарлӑ должноҫсене икӗ ҫул таран йышӑнассинчен чикӗлесе, е виҫӗ ҫул таран паллă ӗç-хӗлпе интересленес правăран хăтарса, е виҫӗ ҫулччен обязательнăй, е пилӗк хутран пуҫласа вунӑ хутчен виçепе штрафпа икӗ ҫул таран ирӗкрен хăтарма пăхăннă. Патшалăх инспекцийӗн мӗнпур патруль автомобилӗсем тулаш енчен тата шалтан видеорегистраторсемпе оборудованиленнӗ, вӗсем пӗр тăтăш режимпа ӗçлеççӗ. Тутарстан Республикинчи Шалти ӗҫсен Министерствин  Патшалăх инспекцийӗ ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пурнăçлама чӗнсе калать. Ҫакӑ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме кӑна мар, законсен требованийӗсене пӗр чӑрмавсӑр пурнӑҫлассине те ҫирӗплетет, – тет вăл.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев