Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӑрмана халалланă пурнӑҫ

Санăн çыннусем, Çӗпрел!

Ентешӗмӗр, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне вӑрман хуҫалӑхне халалланӑ, юлашки 20 ҫулне Теччӗри вӑрман хуҫалӑхне ертсе пынă Ирфан Исмагилович Халитов  – тӗслӗхе илмелӗх çын.

Ирфан Исмагилович Халитов 1951 ҫулхи çулла Исмагил пиччепе Нурлада аппан тӗпчӗк ывăлӗ пулса, Мучелей ялӗнче, çут тӗнчене килнӗ.

Ҫарта службӑра пулса таврăннă  ял каччи хӑйӗн пурнӑҫне вӑрман хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарма шутласа, 1972 ҫулхи кӗркунне Пушкӑртстанри Павлов вăрман училищине вӗренме кӗрет. Лайăх вӗреннипе пулӗ ӗнтӗ, ҫавӑнтах студентсене вӗренме хăвараççӗ. Оренбург облаҫӗ, Бузулук хулинчи вӑрман техникумӗнче, унтан вăл Мари патшалӑх техника университечӗн вӑрман  хуçалăх техникумӗнче вӗренӗвне малалла тăсать.

«Ӗҫленӗ вырăнсем нумай пулчӗç, анчах  вӑрмантан нихӑҫан та уйрăлмарăм. Апла пулсан, эпӗ вăрманçă  пулса ҫуралнӑ», – тет Ирфан Халитов. – Вӑрман патшалӑхӗнче хӑвна хуҫа пек туяссишӗн  ӑна юратмалла, ҫутҫанталӑк ачи пулмалла», – терӗ вăл сăмахне малалла тăсса.

Тăван ен туртăм-туйăмне ку тӗнчере пӗр нимӗнпе те танлаштарма пулмасть. Вăрманçă каччă та Тутарстана таврӑнса, 1982 ҫултанпа  ӗҫ-хӗлне Теччӗри вӑрман хуçалăхӗпе ҫыхӑнтарать. Вӑрман унӑн пӗтӗм пурнӑҫне çавăрса илет. Виҫӗ теçеткерен ытла çул, пӗр вырăнта вăй хурса, систермесӗр кăна иртет те каять.

Реклама

– Кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗнче сахалтан та тӑватӑ йывӑҫ лартма тивӗçлӗ, –тет вăрманçă. – Виҫ-тӑватӑ йывӑҫ 1, 5 килограмм углекислă газ ҫӑтать, 1,1 килограмм кислород уйӑрса кăларать. Çакă – пӗр ҫыннӑн талӑклӑх балансӗ. Апла пулсан, кашни çын хăйӗн ӗмӗрӗнче сахалтан та тăватă йывăç лартма тивӗçлӗ пулать.

Хăйӗн килӗ умӗнче те Теччӗ хулин Ҫурҫӗр урамӗнче ултă чăрăш ӳссе ларать. Ирфан Измайловичшӑн вӗсем уйрӑмах та хаклӑ. Акă ултӑ штук ҫеҫ пулнин вăрттăнлăхӗ те пур: Халитовсем пӗртӑван ултӑ арçын ача. (Халӗ ӗнтӗ тӑваттӑшӗ вилнӗ, вырӑнӗсем  çăтмахра пулччăр). Ирфан Измайлович вӗсене тăванӗсене хисеплесе лартнă.

Ӗçри çитӗнӗвӗсемшӗн Ирфан Халитова 1999 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче Республика Президенчӗн Минтимер Шаймиев Указӗпе «Тутарстанăн тава тивӗҫлӗ лесникӗ» ята панӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна нумай грамотӑсемпе, медальсемпе тата тав çырăвӗсемпе, «Хусана – 1000 ҫул»   медальпе парнеленнӗ.

Ентешӗмӗр 2011 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тивӗçлӗ канăва тухрӗ. Вăл тӑван ялӗпе Мучелейпе икӗ хушша нихăçан та  татмарӗ, яла сыхласа хăварассишӗн хăйӗнчен пысăк пай кӗртет. Мучелейре мечӗт тунă çӗрте вăл пуçаруçă пулчӗ. Паянхи кун та Ирфан Исмагилович активлă ӗҫ илсе пырать. Унăн тӑрӑшуллăхӗпе Мучелей вулавӗсем иртеççӗ. Тӑван шкула таврӑнса ачасемпе тӗлпулусем йӗркелет. Кӑҫал ҫуркунне те шкула килсе вӗренекенсемпе пӗрле йывӑҫсем (лжетсуга) лартрӗҫ. Ентешӗмӗр тӑрӑшнипе шкул пахчинче питомник та тунӑ. Унта пихта, чӑрӑш, хыр тата сенкер чӑрӑш ӳсет.

Ирфан Исмагиловичăн ку тӗнчере тата ырă ӗçӗ – Халитовсен ăру-йăхӗн тымарне йӗркелесси. Вăл ăна 10 ҫултан ытла пухнӑ. Паянхи кун вӗсем Халитовсен ăру-йăхӗн 200 ытла представителӗсемпе килӗштерсе пурăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев