Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вӑрлӑх суйланă чухне асра тытăр

Специалист канашӗ

«Вӑрлӑхсене суйланӑ чухне чи пахи йӑнӑшмалла мар тата лайӑх вӑрлӑхсем суйламалла», – тет ТР енӗпе  «Россельхознадзор» управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров.

– Ваккăн сутассишӗн палăртнă пакетсенче ятарлă даннăйсем пулма тивӗçлӗ: вӑрлӑх сутаканăн (фирмăн) ячӗ, адресӗ тата телефонӗ; селекци çитӗнӗвӗсен Патшалӑх реестрӗпе тӗрӗс тӳрӗ килнӗ, сортăн е гибридăн ячӗ; сортпа акмалли пахалăхăн стандарчӗ. Пахчаҫимӗҫ культурисемшӗн ГОСТ 52171-2003, ГОСТ 32592-2013, чечек культурисемшӗн – 12260-81 тата ГОСТ12420-81; партийӗн номерӗ; масси (грампа) е шучӗ (штукпа); вăйра пулнă вӑхӑчӗ.

Вӑрлӑх тултарнă упаковкӑра унăн срокӗ тухнин датине кӑтартни çине тимлӗх уйăрмалла. Час-часах юрăхлăх срокӗ иртнӗ вăрлăхсене сутнă тӗслӗхсем те палăраççӗ. Вӗсене туянмалла мар, мӗншӗн тесен калчасем пахалăхлă шăтмаççӗ. Сутуçă сирӗн требованисем енӗпе сортлă тата акмалли пахалӑхсене ҫирӗплетекен документсене кăтартмалла. Иккӗленмелли пур пулсан, ун пек вӑрлӑхсене ан илӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев