Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вӗренекенсен ăнăçăвӗсем

Ӗнер. Паян. Ыран

Районти шкулсенче вӗренекенсем тӗрлӗ предмет олимпиадисенче ӑмӑртаҫҫӗ. Акӑ черетлӗ ҫитӗнӳ – 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вăтам шкулӗнче 7 «А» класра вӗренекен Самира Волкова олимпиадӑн акӑлчан чӗлхипе иртекен пӗтӗмлетӳ этапӗн призерӗ пулса тӑчӗ. Олимпиадӑна ӑна акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Эльмира Яфизова хатӗрленӗ.

Шкулӑн тепӗр вӗренекенӗ, хальхинче 9 «А» класри Ксения Вязникова ОБЖ енӗпе олимпиада ҫӗнтерӳҫи пулса тӑчӗ. Олимпиада январӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Атӑл ҫи патшалӑх физкультура, спорт тата туризм университетӗнче иртнӗ. Ксенияна предмет олимпиадине вӗрентекен Альфик Миннебаев хатӗрленӗ.

Унчченрех Аслӑ Аксу вăтам шкулӗнче  9-мӗш класра вӗренекен Игорь Давыдов, акӑлчан чӗлхипе              республика олимпиадин призерӗ пулса тӑчӗ. Вӗрентекенӗ – Е.В.Митрошкина. Олимпиада «Олимпи патне ҫул» тенӗ республикӑри «Дуслык» («Дружба») олимпиада центрӗнче иртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев