Реклама
Хыпарсем
Врачсене тав тăватпăр
Ӗнерхи почтăран
Эпир, Шланка ялӗнчи педагог-ветерансем: Альбертпа Рузалена Якуповсем. Ӗмӗр тӑршшӗпех ачасене шкулта пӗлӳ патăмăр, манăн хамăн кăна та ӗҫ стажӗ 51 ҫул. Ӗҫленӗ вӑхӑтра эпир ҫамрӑкчӗ вӗт, вăй-хал, энерги пурччӗ. Анчах аслă çулсене çитсе пынă май, сывлӑх хӑй ҫинчен систерме пуҫларӗ. Мана йывăр халра, ăна çухатнă май, больницăна илсе килнӗ. Ун чухне мана чиртен врач-терапевт Ильгизяр Хуснутдинов, терапевт уйрăмӗнче ӗҫлекен медсестрасем сыватрӗҫ, иккӗмӗш пурнӑҫ пачӗҫ, ура ҫине тӑратрӗҫ, тавтапуҫ вӗсене.
Иккӗмӗш хутӗнче манăн татах халăм начарланчӗ, каллех больницăра выртма тиврӗ. Хамăрăн участок врачӗ Кристина Жирнова тишкерчӗ, 2-мӗш терапи уйрӑмне сиплеме ячӗ. Унта врач Эльвира Айзятуллина кӗтсе илчӗ. Вӑл питӗ хӗрхенӳллӗ пулчӗ, пире, аслă çулсенчисен ыйтăвӗсене итлесе, сыватрӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, терапевт уйрӑмӗнче ӗҫлекен мӗнпур персонал: Рамиля Вильданова, Альфинур Садриева, Эльмира Шарафутдинова, Татьяна Николаева, Марина Иванцова, Марина Гаврилова, Лариса Жирнова – кашниех хӑйсен ӗҫӗн чӑн-чӑн ӑстисем. Санитаркăсем: Равида Биаманова, Валентина Сидорова, Фирдина Абульханова, Резеда Алтынбаева, Татьяна Романова палатӑсене тасалӑхпа, хӑтлӑхпа тивӗҫтерсе тăраççӗ.
Сиплев курсӗ пурне те ҫавӑрса илчӗ: физкабетра та пултăмăр. Алсу Замалетдинована, Гульназ Латыпована, массаж тăвакансене Разиля Ахметзянована, Радифа Айзятована пысӑк тав.
Больницӑра пур майсене те туса хунӑ. Столовӑй, буфет ӗҫлет, сипленекенсем валли тутлӑ апат хатӗрлеҫҫӗ.
Паллах, больницӑри ӗҫе мӗнле йӗркеленинче ӗлӗкхи тӗп врачăн Ильмас Шигабутдиновӑн, унӑн тӗслӗхӗпе паянхи кун ҫак ӗҫе пурнăçлакан унăн ывӑлӗн Ильдар Ильмасовичӑн та пайӗ пысӑк. Пирӗн районти халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче нумай ҫулсем хушши тӑракан опытлă врачсен: Иосиф Кукушкинăн, Ильгизар Хуснутдиновăн, Альфия Амирханован, Русланпа Альфред Валеевсен, Сингх Раджеш Кумарăн, Светлана Тяхинан тата ытти врачсен опычӗ ҫамрӑксене питӗ кирлӗ. Тухтӑрсене тав сӑмахӗсене сӑвӑ йӗркипе вӗҫлетӗп:
Савӑнӑҫпа, телейпе,
Иртсе кайтӑр сирӗн пурнӑҫ ҫулӗ!
Сире ҫакна сунатпӑр:
Ырă-сывă пулӑр!
Ҫынсен сывлӑхӗн хуралӗнче,
Яланах çапла сыхă тăрăр!
Хăвăр та çав вăхăтрах –
Ырă-сывă пулӑр!
Хисеплесе,
Якуповсен ҫемйи, Шланка ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев