Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Вирус сарăлассине асăрхаттарас тӗллевпе

Çутӗç учрежденийӗсенче, суту-илӳ объекчӗсенче санитарипе эпидемиологи требованийӗсене мӗнле пурнăçланине тишкерес енӗпе рейдсене çӗнетнӗ

Пандеми пуҫланнӑранпа Тутарстанра 7991 ҫынра COVID-19 тупса палӑртнӑ тухтӑрсем. 100 тен ытла ҫын вилнӗ. Ҫакăнпа çыхăннă май, Ҫӗпрел районӗнче Ӗҫ тӑвакан комитет тата представительлӗ  органсен территорири уйрăмăн ӗçченӗсен составӗнче суту-илӳ точкисенче, пулăшу кăтартакан сферăри предприятисенче, ҫавӑн пекех, ӗҫ коллективӗсенче санитарипе эпидемиологи правилисене пурнăçланине тишкерес енӗпе рейдсем ирттереççӗ.

Юлашки вăхăтра тишкернӗ 35 объектран иккӗшӗнче протоколсем çырнă.

Потребительсен прависене хӳтӗлекен тата çыннăн хăрушсăрлăх надзорӗн федераллă служби халӑха мӗнпур санитари требованийӗсене пурнăçлама чӗнсе калать. Кашни объектра антисептиксем пулмалла тата мӗнпур санитари требованийӗсене пурнăçлама тивӗçлӗ.

Кун ҫинчен районти Ӗҫ тӑвакан комитетӗнче  Айрат Залялов ертсе пынипе иртнӗ ларура та  каланӑ.

– Юлашки лару-тӑруран тухса, çакă коронавирус инфекцийӗпе чирлекенсен шучӗ ӳснипе çыхăннăран, ӗҫ коллективӗсенче пӗрле чейсем ӗçессине, тӗрлӗ уявсене (ҫуралнӑ кунсене, юбилейсене тата т.ыт. те) халалланӑ мероприятисене чарса тăмалла.  Обществăлла вырăнсенче, уйрăмах лавккасенче, транспортра пулнă чухне маска тăхăнма требовани лартнă. Требованисене пурнӑҫламан чухне штрафсем хываççӗ, – тет Айрат Залялов.

Пандеми пуҫ-ланнӑранпа 88 ҫӗпрел çынни коронавируспа чирленӗ, телее, вӗсем пурте  сывалнӑ. Анчах  ҫакӑ пӗрре те тăнăçланса ларма ирӗк памасть. Ҫавӑнпа та сыхланса çӳрер! Мӗншӗн тесен, хамăрах вӗт «Турă сыхланакана – сыхлăп тенӗ» тесе калама юрататпăр, çирӗплететпӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев