Виктор Петухов: «Эпӗ Тӑван çӗршыва шанчӑклӑ пулма тупа турӑм»
Афганистанра иртнӗ çамрăклăх çӳлӗсем çинчен
Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан Виктор Петухова районта нумайăшӗ вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи пулнă май пӗлеҫҫӗ.
Виктор Петухов районти Хăймалу ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1979 ҫулта Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулне пӗтерсен, Ульяновск хулинче пӗлӗвне малалла тăсать. 1981 ҫулта ҫар службине каять. 1981-83 ҫулсенче Демократиллӗ Афганистан Республикинче интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫлать. Ҫар служби вӗҫленнӗ хыҫҫӑн районти редакцире шофер пулса ӗҫлеме пуçлать. Хӑйӗн пулас мăшăрӗпе Ольгӑпа вӗсем редакцире ӗҫленӗ чухнех паллашса, çемье çавăрса яраççӗ. 1999 ҫулта Виктор уйрӑм предприниматель пулса регистрациленет, хӑйӗн ӗçне йӗркелесе ярать. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетекен комплексра ӗçлет. Мăшăрӗпе Ольгӑпа пӗрле икӗ ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ. Икӗ ывӑлӗ те çемьеллӗ. Аслӑ ывӑлӗ Константин ашшӗпе амӑшне мӑнук парнелеме ӗлкӗрнӗ. Виктор Петухов «Афган Мухтавӗ» ордена, «Тӑван çӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн», « Тăван çӗршыв тата çӗршыв умӗнче палăрнăшăн» орденсене, «Вăрçă юхăмӗн ветеранӗ», «Афган халӑхӗн тавӗ» медальсене, «РФ Ӗç ветеранӗ» ята тивӗҫлӗ пулать, Çӗнӗ ҫул уявӗ вăхăтӗнче 60 ҫулхи юбилейне палӑртса ирттерчӗ.
Декабрь уйăхӗнче районти ветеран-афганецсем совет салтакӗсем Афганистан ҫӗрӗ çине пырса кӗнӗ куна палӑртрӗҫ. Çавăнпа та паллă датăсем пулнă май, Виктор Петуховран асаилӗвӗсене çӗнетме ыйтрăмăр.
– Эпӗ, ытти хампа пӗр çулти тантӑшсем пекех, салтака кайма ӗмӗтленеттӗм, тесе калаçма пуçларӗ вăл. – Эпир Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен фильмсем пӑхса тата кӗнекесем вуласа ӳссе ҫитӗннӗ ӑру. Совет саманинче пуҫламӑш ҫар хатӗрлевӗ çине шкулсенче пысӑк тимлӗх уйӑратчӗç. Ульяновск хулинче «ДОСААФ» шкулӗнче вӗреннӗ чухне бокс секцине ҫӳрерӗм, ҫавӑн пек хама ҫар службине хатӗрлеме тӑрӑшрăм.
1981 ҫулхи майӑн 4-мӗшӗнче СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ҫар службине кайрăм. Пире Ульяновск хулинчен Наро-Фоминск хулинчи Кантемировск дивизине ӑсатрӗҫ. Ҫамрӑк салтаксен курсӗ хӑвӑрт иртрӗ. Шӑпа пире «парне» хатӗрлесе хунă пулнă иккен. Пӗррехинче эпир, юлташсемпе кӳршӗ чаçри лавккана, мороженӑй илме чупса кайрӑмӑр. Кунта пире ҫар патрулӗ тытса чарчӗ. Пирӗн командăн номерне пӗлсен, офицер команда çак кунсенче Афганистана вӗҫесси пирки каларӗ, пире ячӗҫ. Ун чухне эпӗ Афганистана вӗҫессине пӗрремӗш хут пӗлтӗм. Хӑрани пачах та пулман, манăн хама сăнаса пӑхас килчӗ. Эпӗ мӗн ҫамрӑкранпах Тӑван çӗршывшӑн служить тума хатӗрленнӗ-ҫке. Темиҫе кунтан эпир Кантемировск дивизийӗн плацӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тупа турӑмӑр. Наро-Фоминскран пире Чирчик хулине ӑсатрӗҫ, вӑл Узбекистанчӗ ӗнтӗ. Ҫул ҫинче эпӗ хамӑра Афганистана ӑсатассине пӗлеттӗмӗрччӗ ӗнтӗ. Чирчикра тренировкăсен центрне йӗркеленӗччӗ, анчах унта та эпир чылайччен тытӑнса тӑмарăмӑр. Пӗр кунхине, хӗвел тухсанах, тревогӑпа ҫӗклентӗмӗр, Ташкент аэродромне кайрӑмӑр. Унта пире самолет кӗтетчӗ ӗнтӗ. Борт ҫине хӑпартăмăр. Самолет вӗҫсе хăпарнă чухне тӳрех урайне тăсăлса выртрăмăр. Сасартӑк пӗр юлташăмăр сиксе тӑчӗ, унӑн шинелӗ юнланса пӗтнӗччӗ. Самолет ҫинче юн ӑҫтан тухнине пирӗнтен никам та ӑнланмарӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир урайне урăх выртмарӑмӑр. Такам каларӗ: «Эпир «Хура тюльпанра» вӗҫетпӗр, терӗ. «Хура тюльпан» – Афганистанран 200 тата 300 грузсем, каялла вара Ташкентран ҫамрӑк салтаксене турттаракан самолет. Самолет борчӗ ҫине хӑпарсанах, эпир ҫав тери йывӑр шӑршӑ кӗнине туйрӑмӑр, ун чухне эпир вӑл юн шӑрши пулнине пӗлмерӗмӗр. 20 минутран пирӗн самолет чӗтренчӗ, такам пире печӗç, эпир ӳкетпӗр, терӗ. Пурте иллюминатортан пӑхма пуҫларӗҫ, самолет ҫунман пек туйӑнчӗ, пурӗ те пилот ҫеҫ, стингерсем самолета ан курччӑр тесе, стружкă кăларма пуҫланă иккен. Эпир каллех хытă сасă илтрӗмӗр, икӗ енчен тӑватӑ вертолет сыхласа вӗçме пуҫланă. Ҫапла эпир Афганистан çӗрӗ çине ӑнӑҫлӑ анса лартӑмӑр. Кабул аэродромӗ пире ҫар хӗвӗшӗвӗпе кӗтсе илчӗ: самолетсемпе вертолетсем вӗҫеҫҫӗ, анса лараҫҫӗ, машинӑсем ҫӳреҫҫӗ, салтаксем хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ. Аэродромра афган музыки вылятчӗ, питӗ шӑрӑх кун пулчӗ. Каҫ енне пире килсе илчӗҫ, эпӗ бронетехникисен 258-мӗш уйрӑм юсав батальонне лекрӗм.
Афганистанра пирӗн батальона «мусульман» батальонӗ тетчӗç, мӗншӗн тесен батальон пӗтӗм Афганистан тӑрӑх сарӑлнӑччӗ. Батальон юсав ӗҫӗсем тунипе кӑна мар, салтак тивӗçӗсене те пурнăçланă. Автоколонна Союза апат-ҫимӗҫ тата боеприпас илме таврӑнатчӗ.
Пирвайхи каҫ хыҫҫӑн кунта куҫа уçма йывӑр пулчӗ – пит-куç вӗтӗ Афган тусанӗпе хупланнăччӗ. Эпӗ АКБ взводне водитель пулса лекрӗм. Тепӗр кунне пире Совет салтакӗн инструкцине пачӗҫ, урӑхла каласан, чикӗ леш енче мӗн тума юраманнине ӑнлантарса пачӗҫ. Служба кунта пӗр евӗрлӗччӗ, анчах кичем пулман.
Кашни кун уҫӑ тӳпе айӗнче кинофильм кӑтартатчӗҫ, клуб ҫукчӗ. Афганецсем пӗрмай хӗç-пăшалтан персе тăратчӗç, хӑш чухне кинофильма пӑхса пӗтерме май памастчӗç. 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен «афганка» ҫилӗ ҫавăрма пуçлать, ҫав вӑхӑтра вунӑ метртан нимӗн те курӑнмастчӗ. 40 градус шӑрӑхра тата сивӗре те палаткӑсенче пурӑнтӑмӑр. Малтан шыв енӗпе йывӑрлӑхсем пулчӗç, унтан иккӗмӗш скважина пăрса шăтартăмăр. Хлорлă, вӗретнӗ шыва ҫеҫ ӗҫеттӗмӗр. Мунча пулман, душ пӳлӗмӗ кӑна пурччӗ (унӑн та ячӗ кӑна пулнӑ). Афганистанра пире тепӗр хӑрушлӑх сыхласа тӑратчӗ – вар-хырăм тифӗ, холера... нумайӑшӗ гепатитпа чирлерӗç.
Чи савӑнӑҫлӑ пулӑмсенчен пӗри вӑл – совет эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗсем пулчӗç. Вӑл вӑхӑтра паллӑ ҫынсем нумайӑшӗ воин-интернационалистсен кăмăл çирӗплӗхне ҫӗклентерме килетчӗç.
Хӑш-пӗр тӗлпулусем манӑҫми асаилӳсем хăварчӗҫ. Пӗррехинче кӳршӗ батальона «Пламя» ансамбль килчӗ. Каялла таврӑннӑ чух вӗсем ҫине душмансем тапӑннă, батальонӑн та ҫапӑҫма тиврӗ, вара эпир артистсене Кабул аэродромӗ патне çити ӑсатрăмăр.
Кашни салтакӑн хӑйӗн историйӗ. Ҫакӑн пек пулăм асра юлчӗ – кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, пирӗн пата прапорщик Оськин килчӗ те: «Афган ҫарӗнчи салтаксем пулӑшу ыйтаҫҫӗ», – терӗ. Эпир вӗсене «союзниксем» теттӗмӗр. Пирӗн чаҫрен инҫех мар вӗсен «ЗИЛ-131» автомобилӗ ҫӗмӗрӗлсе ларнă. Эпир прапорщикпа тата электрик Юрий Петрухинпа союзниксене пулӑшма кайрăмăр. Автомат прапорщикӑн ҫеҫ пулнӑ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре вӗсем тăваттăн апатланса ларатчӗҫ, вӗсен винтовкисем пӗр енче, кӗпҫисене ҫӳлелле тăратса хунăччӗ. Эпӗ машина патне пытӑм та тӗрӗслеме пуҫларӑм. Автомобиль ӗçлемерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ капота уҫрӑм та трамблера пӑхма тытӑнтӑм. Ӗҫ вӑраха кайрӗ, ҫав вӑхӑтра прапорщик: «Кунта инҫе мар, эсир хăвăрах таврӑнӑр ӗнтӗ», терӗ те пире союзниксем патне хӑварса, чаҫа кайрӗ. Эпир союзниксемпе иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр. Мӗн чухлӗ-тӗр вăхăт иртсен, вӗсем пирӗн ҫине тапӑнчӗҫ, эпир тӳрех ҫапӑҫма пуҫларӑмӑр. Эпир иккӗн, вӗсем вара – тӑваттӑн. Вӗсенчен пӗри винтовка илме чупрӗ, ҫав самантра эпир ҫар чаҫӗ еннелле чупрӑмӑр. Сасартӑк пеме пуçларӗç... пульӑ хӑлха патӗнчен иртсе кайрӗ, эпӗ вӑл шӑхӑрнине ҫеҫ илтсе юлтăм. Эпӗ пӗтӗм вӑйран чупатӑп, иккӗмӗш хут йӑнӑшмӗç, тесе шутлатӑп. Иккӗмӗш хут пенӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫӗр çине ӳкрӗм. Унтан каллех тӑтăм та чупма пуçларăм. Пенине илтсен, пирӗн ҫар чаçӗ енчен пулемет пенӗ сасӑ илтӗнчӗ, çапла вара эпир ҫӑлӑнтӑмӑр. Пире ҫар чаҫне сыхлакан салтаксем пулӑшрӗҫ. Бронемашина патне чупса ҫитрӗм те ӳкрӗм, юнашарах Юрий Петрухин ӳкрӗ. Юрӑна курсан хӗпӗртерӗм. Кӑштах тӑна кӗрсен, автомобиль юсанӑ чухне гимнастеркăна хывса хунине, гимнастерка кӗсйинче ҫар билечӗ тата водитель удостоверенийӗ пулнине аса илтӗм. Гимнастерка «союзниксен» патӗнче юлчӗ. Кун ҫинчен часть командирне пӗлтерчӗҫ, командир бронемашинӑллӑ взвода илчӗ те союзниксем патне кайрӗ. Союзниксене хӑваласа ҫитсен, ман ҫар билетне тата водитель удостоверенине илсе килчӗҫ. Пире тыткӑна илнӗ пулсан, вӗсем мӗн тунӑ пулӗччӗҫ-ши? Пире вӗлермӗҫ, сутса янă пулӗччӗç, тесе шутлатӑп эпӗ. Анчах та эпир тарса хӑтӑлтӑмӑр. Союзниксем ялан тенӗ пекех кӑнтӑрла Афганистан правительствишӗн ӗҫленӗ. Каҫхине вӗсем афганец-тăшмансемпе укçашăн ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ҫавӑнпа кашни офицерпа салтакӑн хӑйӗн хакӗ пулнӑ. Темиҫе хут та хӑрушӑ лару-тӑрура пулма тӳрӗ килчӗ, анчах шӑпа мана яланах шеллерӗ пулас. Пӗррехинче, ирхи развод хыҫҫӑн, мана пӗр юлташпа стройран тухнӑ электроҫыхӑнăва çыхăнтарма ҫар чаҫне кайма приказ пачӗҫ. Электричество чаҫе Кабултан килет. Ҫӗр ҫинчи кабель ту тӑрӑх вунвиҫӗ километра тӑсӑлнӑ. Эпир юлташпа приказа пурнӑҫлама кайрӑмӑр. Электростанцие ҫитиччен ҫул ҫинче пире мӗн тӗрлӗ хӑрушлӑх сыхласа тӑма пултарнă. Ытти хӑрушлӑхсемсӗр пуҫне, чул айӗнче скорпионпа наркӑмӑшлӑ ҫӗленсем те пулнӑ, ҫавӑнпа та эпир вӗсене тимлӗн сӑнаса пытăмăр. Кабула ҫитиччен, эпир сӑрт ҫине хӑпартӑмӑр. Сӑрт хыҫӗнчен килсе тухнă пӗр вунна яхӑн палламан ҫынсемпе тӗл пултӑмӑр. Вӗсен аллинче хӗҫ-пӑшал курăнмарӗ, анчах та эпир вӗсем камне, урӑхла каласан мирлӗ ҫынсем е тӑшмансем пулнине пӗлмен. Пирӗнпе юнашарах пӗр офицер та ҫукчӗ.
Енчен те эпир ахаль ҫынсене пенӗ пулсан – пире дизбат кӗтнӗ. Тӑшман пулнине вара ăçтан пӗлӗн-ха?! Сасартӑк ҫурӑмпа хыҫӗнчен: «Витя, ан пер, атя каятпăр, – тенине илтрӗм. Эпир юлташпа каялла, ҫурӑм-çурăм тăрса утрăмăр. Анчах эпир приказа пурнӑҫламанччӗ-ха, ҫавӑнпа та ҫав сӑрт ҫинчен пӗр ҫухрӑм çаврăнса кайса, каллех кабель патне килсе тухрӑмӑр. Электростанцие ҫитрӗмӗр. Унта пралуксем татӑлман, предохранитель ҫеҫ ҫуннӑ пулнă иккен. Эпир ӑна часах улӑштартӑмӑр та чаҫе таврӑнтӑмӑр. Приказа пурнӑҫланӑшӑн тата чӗрӗ юлнӑшӑн эпир, паллах, савӑнтӑмӑр. Мӗншӗн тесен пирӗн пек ахаль салтаксене, чикӗ леш енче офицерсемсӗр приказсене пурнӑҫлама питӗ йывӑр та хӑрушӑччӗ.
Афганистанра икӗ ҫул службăра тăнă хыҫҫӑн эпӗ чиперех киле таврӑнтӑм. Анчах эпир паян кирек мӗн каласан та, Афган ҫӗрӗ çинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ тата юлашки сывлӑш тухичченех ҫар присягине шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, Совет Союзӗн интересӗсене хӳтӗленӗ совет салтакӗсем нумай вилнине манмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев