Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ветеринарсем кайӑк-кӗшӗк грипне тата сыснасен африка чумине профилактикăламалли мерăсем ҫинчен калаçрӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов ертсе пынипе тата Апас, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсен ветеринари службисен ертӳҫисем, комисси членӗсем, ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем хутшăннипе районта кайăк-кӗшӗк грипӗ тата сыснасенче африка чуми килсе ан тухтăр текен ыйтусем енӗпе чрезвычайлă лару-тăрăвăн ведомствăсен хушшинчи комиссийӗн черетри ларăвӗ пулчӗ.

Кӗркунне,  хур-кайăксем ӑшӑ енне вӗҫсе кайнă чухне, район территорине кайӑк-кӗшӗк грипӗ килсе кӗрессин реальлӗ хӑрушлӑхӗ сыхланать. Мӗншӗн тесен, нумай чухне килти кайӑк-кӗшӗксем çак чирпе тискер кайӑксенчен сиенленеҫҫӗ. Кун çинчен ларура хутшӑнакансене районти тӗп ветеринари врачӗ Айрат Иматдинов каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех ларура тухса калаçакансем: Апас территориальлӗ ветеринари  хăрушсăрлăх тата патшалăх надзорӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Фиргать Сафин тата «Россельхознадзорăн» представителӗ Гульнара Арсланова кайӑксен, сыснасен чирӗ тата уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче çак чирсене кӗртес марришӗн  мерăсем ҫинчен калаçрӗç.

Справка

– Кайӑк-кӗшӗк грипӗ кайăк-кӗшӗксен çивӗч ерекен чирӗ. Вӑл сывлăш ҫулӗсене, апат ирӗлтерекен системăна сиенлет. Уйрӑмах хăрушă инфекци пулса шутланать, вăл  вилӗм патне илсе çитерет.

Вирусӑн чӑн-чӑн резервуарӗ пулса тискер кайӑксен миграцийӗ пулса тӑрать, вӗсенче ҫак вирусӑн çутçанталăкăн ҫирӗплӗхӗ пур. Килти чăх-чӗп, хур-кăвакал вара грипп вирусне лектерсен ытларах вилеççӗ.

– Чирлӗ чăх-чӗп апат ҫиме пăрахать, чӑхсем ҫӑмарта сайра хутра тума пуçлаççӗ. Киккирикӗ, хăлхисем те  кӑвак тӗсе çаврăнма  пултараҫҫӗ. Вар-хырăмӗн ӗçӗ пăсăлни палăрать. Çак чиртен сипленмелли ҫул-йӗрсене шухӑшласа тупайман. Ҫавӑнпа профилактика мероприятийӗсене тӗрӗс пурнăçламалла.

Реклама

– Килти кайăк-кӗшӗксен тата кил-çурт таврашӗнче вӗҫсе çӳрекен ҫерҫи, кăвакарчăн пек кайӑк-кӗшӗксемпе çыхăнăва кӗмелле мар. Кайӑк-кӗшӗксене сăнаса тăрса кăна апатлантарма сӗнеççӗ,  вӗсене тискер вӗçенкайăксем чарăнакан шыв пуххисене кӗртме юрамасть.

– Пӗтӗмлетсе каласан, чӑхсене, хурсене тата кӑвакалсене тискер вӗçен кайăксемпе çыхăнăва кӗртес марришӗн вӗсене килтен кăлармасăр, читлӗхре усрамалла. Çăмарта тата кайăк-кӗшӗк валли апата шанчăклă вырăнсенчен кăна туянмалла. Ветеринарипе ăсату докуменчӗсӗр пуçне ытти тата санкциленмен суту-илӳ вырӑнӗсенче чӗрӗ кайăк-кӗшӗк сутса илме чараççӗ.

– Килти кайӑк-кӗшӗксем усранă вырӑнсене ют ҫынсене кӗртме юрамасть. Кунсерен хуҫалӑхри мӗнпур кайӑк-кӗшӗке тишкерсе тăмалла.

– Уйрăм гигиена правилисене пурнăçламалла: кайӑк-кӗшӗксене пӑхнӑ чухне, вӗсем патне ятарлӑ тумтирпе кӗмелле, ӗҫе вӗçленӗ хыҫҫӑн алăсене супӑньпе ҫумалла, пуснă кайăк-кӗшӗксене перчеткесемпе ӗçе кӗртме сӗнеççӗ.

Чирӗн малтанхи паллисем тата килти кайӑк-кӗшӗксен тыткаларăшӗнче улшăнусем курăнсан, çавăн пекех,  суту-илӳ  вырăнӗсенче  е  ытти çӗрте ветеринарипе ăсату докуменчӗсем пулман кайăк-кӗшӗксене туянма сӗнсен, чирӗн сăлтавне уçăмлас тата эпизооти лару-тăрăвне сарас марришӗн, тăхтаса тăмасăр, вырăнти ветеринари службине пӗлтермелле. Телефонсем: 2-25-77; 2-24-77.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев