Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Велосипедпа çӳремелли правилăсем  те пур

Хăрушлăх никӗсӗсем

Район центрӗнче  е ялсенче велосипедпа, скутерпа, мопедпа çӳрекенсен шучӗ кунсерен ӳссе пырать. Автомобилистсем ҫул-йӗр правилисене пурнăçланă пек, çакă вӗсемшӗн те питӗ паха. Вӗсем маневрсене те нумайрах тӑваҫҫӗ, хӑвӑртлӑх пысӑк, ҫапăннă вăхăтра сыхланмалли хатӗрӗсем те çук. Ҫавӑнпа мопедсем, скутерсем тата велосипедсем ҫул ҫинче чи пысăк хӑрушлăх кăларса тăратакансем пулса шутланаҫҫӗ.

– Çакна аса илтерем, мопед е скутер ҫине 16 ҫул тултарнисем кăна ларма пултараççӗ тата вӗсемпе ҫул варринчен çӳреме юрамасть. Правилăпа килӗшӳллӗн, ҫакăн пек транспортсемпе  ҫул хӗррипе кӑна ҫӳреме тивӗçлӗ. Юхăм вӑхӑтӗнче фарăн çывăхран кăтартакан çути çутса тăма тивӗçлӗ.  Транспорт хатӗрне çӳретекенӗн те, пассажирӑн та  шлема тӑхӑнмалла тата ăна çаклатса ҫӳремелле. Руле икӗ алӑпа тытмалла. Пӗр пассажиртан ытла илме юрамасть. Велосипедпа ача садне çӳренӗ вăхăтрах ҫӳреме юрать. Анчах пӳрт умӗнче, парксенче кăна. Ҫул çине тухма вара 14 ҫултан кăна ирӗк параççӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ велосипедист çул çинче çӳрекене çаврăнать, вăл çул çинче çӳремелли правилăсене пурне те пурнăçлама тивӗçлӗ пулать.  Унăн сылтӑм полосапа тата çул аяккинчен кăна пыма юрать. Велосипедистсемшӗн хӑш-пӗр трассӑсенче уйрăм ҫулсем те пур. Велосипедистсем колоннӑпа пынӑ чухне вӗсен 10 ҫынран иртмелле мар. Темиҫе колонна иккен, вӗсем хушшинче  80-100 метр юлмалла. Велосипедпа, скутерпа тата мопедпа пассажирсене çӳретнӗ вăхăтра шăнчăклă ура пусмаллисем  пур чухне кӑна ирӗк параççӗ.  7 çулчченхи ачасем çак шута кӗмеççӗ. Сасӑ сигналӗ ӗçлемен чухне, тормоз системи, тулашри ҫутаткӑҫсем, двигатель, юсавлă пулман чухне, шинăсем юрăхсăра тухсан çак  транспортпа  ҫул ҫине тухма юрамасть,  – тет ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев