Ватăсене хисеплесе
«Государев Амбар» предприяти пӗр çул та аслă çулсенчисене саламламасăр хăварни çук.
«Государев Амбар» предприяти пӗр çул та аслă çулсенчисене саламламасăр хăварни çук. Кăçал та, октябрӗн 1-мӗшӗ – Ватăсен кунӗ ячӗпе, пире пысăк хисеп турӗç. Ватă çынсене мӗн кирлӗ? Пурӗ те тимлӗх çеç, çавă та çитет.
Предприяти тивӗçлӗ канăва кайнисене кашнинех 25 килограмм пысăк сортлă çăнăх валеçсе пачӗ. Ку кăна та мар, вăл пенсионерсене вутă-шанкăпа та тивӗçтерсе тăрать. Халӗ вара, кун пек предприятисем сахал.
Çавăнпа та хам ятран тата мӗнпур пенсионерсен ятӗнчен çак предприятийӗн директорне В.Салахова тата главнăй инженерне И.Алиуллова чунтан тав тунине пӗлтеретӗп, çирӗп сывлăх, телей сунатăп.
Лидия Васиярова, Пăрăнтăк станцийӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев