Ватӑ йывӑҫсене касаҫҫӗ
Ӗнер. Паян. Ыран
Йывӑҫ-тӗмӗсем ешӗллӗх ҫӑлкуҫӗ, тетпӗр. Анчах кунсенчен пӗринче нумай çул хушшинче ӳссе, ватă йывӑҫăн тураттисем, йӗри-тавралӑха сиен кӳмӗ, апла кăна та мар, иртсе пыракан çынсем, ачасем ҫине ӳкмӗ, тесе никам та гаранти параймасть.
Ҫавӑнпа та сыхланас тӗллевпе, ҫулсерен ял тăрăхӗсенче «ватăлнă» йывӑҫсене касас, йӗркене кӗртес ӗçсене илсе пыраççӗ. Ку ӗҫсене ҫуркуннехи тата кӗркуннехи уйăхсенче ӗçлеҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере, сӑмахран, район центрӗнчи Дзержинский урамӗнчи электричество линийӗсене, зданисене сиен кӳме пултарнă çакăн пек йывăçсене касрӗç.
– Паллах, ытлашши ӳссе кайнă пысăк йывăçсене касасси пысăк чӑрмавсем кӳрет. Район центрӗнчи урамсенчи çакăн пек йывӑҫсене касассишӗн Пӑваран Айрат Шарапиев ертсе пыракан ятарлӑ бригада килчӗ. Çак каччăсем Çӗнӗ тата Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи масарсене те ватă йывăçсенчен тасатрӗҫ. Ытлашши ҫӳллӗ ӳссе кайнă йывăçсене касассишӗн «Фламинго» общество автовышкӑпа тивӗҫтерет. Ӗҫсем сулăм укçи-тенкипе пурнăçланаççӗ, – тесе каларӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов.
Сăмах та çук, питӗ кирлӗ ӗҫ. Анчах та хуҫӑлса ӳкме пултарнă ватă йывӑҫӗсем пулнă çурт хуçисен мӗн тумалла? Ҫавна май, ял халăхӗ хӑй те час-часах телефонпа шăнкăравласа пӗлтерет, социаллӑ сетьсенче комментарисем те хӑвараҫҫӗ, ял пухӑвӗсенче те хускатаççӗ çак проблемăна. – Ҫавӑн пек ыйтăвӗсем пулнисем ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене пӗлтермелле. Зявленисене йышӑннӑ хыҫҫӑн, проблемăна пуху вăхăтӗнче хускатӗç тата çак ӗçсене сулăм укҫи-тенкипе ӗçлемелле текен пӗрлехи решени йышăнӗç, - терӗ Рамиль Низамов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев