Ватӑ ҫынсен пурнӑҫӗн çулӗ пӗр тумхах-чăрмавсăр, çăмăл кăна иртмен
Ветерансем
Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи кӳнӗ йывӑрлӑхсем, ҫывӑх ҫынсен ҫухатăвӗ, лашасем пек кӳлӗнсе ӗҫлени – ҫаксем пурте 90, 95, 100 ҫул тултарнӑ аслă çулсенчи çынсем тӳссе ирттернӗ сăнавсем. Çак кунсенче çавăн пеккисенчен: Сания Каримован, Дементий Цыфаркинăн, Лидия Павлован 90 çулхи юбилей уявӗсем пулса иртрӗç
Пӗр çулталăк тултарсан амăшӗсӗр юлнă
Ҫак кунсенче ҫакӑн пек аслă çулсенчисенчен пӗри, Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан тыл тата ӗç ветеранӗн Сания Ахматшаевна Каримован та 90 çулхи сумлă юбилейӗ пулса иртрӗ.
Ӑна саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов килчӗҫ. Ăшă сăмахсем каласа Раҫҫей Президенчӗн В.Путинăн салам открыткине, район пуҫлӑхӗн ятӗнчен асăнмалăх парне тата чечексем пачӗç.
Юбиляр пӗр ҫулталăкра чухне амӑшӗ вилет. Ҫичӗ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, унӑн ӗҫ ҫулӗ пуҫланать. Аслисемпе пӗр тан вӑрман ӗҫӗнче, хирте вӑй хурать. Унтан колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче ӗҫлесе, тивӗçлӗ канăва тухать.
Мӑшӑрӗпе Шамиль пиччепе пилӗк ачана пурнăç парнеленӗ, килӗштерсе 62 ҫул пӗрле пурӑннă. Шел пулин те, ачисенчен пӗри пӗчӗк чухнех вилнӗ. Кăçал çулла Шамиль пичче те çут тӗнчепе сывпуллашнă.
Паянхи кун Сания аппана ачисем пӑхаççӗ, мӑнукӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савăнса, вӗсемпе мăнаçланса пурăнать вăл.
Хисеплӗ колхозник
2021 ҫулхи октябрӗн 21-мӗшӗнче Турхан Упи ялӗнче пурӑнакан Дементий Иванович Цыфаркин 90 ҫул тултарчӗ.
Тыл ветеранӗ хăйӗн сумлă юбилейĕ кунӗнче хăнасене йышăнчӗ. Юбиляра саламлама район пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин та килнӗччӗ. Вӗсем Раççей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тата район пуҫлӑхӗнчен асăнмалăх парне пачӗç, ырлăх-сывлăх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗç. Дементий Ивановича ăшă сăмах каланă май аслă ăрупа чăннипех те, мухтанмаллине, вĕсем питех те, нумай тӳссе ирттернине, тылра ӗçлесе, Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнине палăртрӗç.
Дементий Цыфаркин хастар ӗçленӗшӗн «Хисеплӗ колхозник» ята та тивӗçнӗ. Ӗмӗр тăрăшшӗпех колхозра вăй хунă. Раиса Михайловнӑпа çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе пӗрле 6 ачана кун-çути парнеленӗ. Паян аслашшӗпе асламăшне, кукашшӗпе кукамăшне 9 мӑнук тата 12 мӑнук савăнтараççӗ.
Хастар тыл ӗçченӗ Дементий Иванович ахаль лармасть. Паянхи кунчченех ӗне те усраççӗ. Ялта ирттерекен Акатуй, авалхи йăла-йӗркесене кăтартса паракан мероприятисем те унсăрăн иртмеççӗ.
Лидия Павлован 22 мăнук, 24 кӗçӗн мăнук
Тыл ветеранӗ Лидия Павлова çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак паллă кунпа тыл ĕçченне район пуçлăхĕн çумĕ Алексей Ярухин, Упи ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунса, Раççей Федерацийĕн Президентĕнчен Владимир Путинран килнĕ саламлă открытка, район пуçлăхӗн парнине, чечексем пачӗç.
Лидия Николаевна 1931 çулхи октябрӗн 20-мĕшĕнче Çӗнӗ Упи ялĕнче кун çути курнă. Ачаранах колхозра вăй хунă: уйра тăрăшнă, çурлапа тырă вырнă, пучах пухнă тата ытти йывăр ӗçсене пурнăçланă. Йывăр вăрçă вăхăтӗнче, вăкăр кӳлсе вăрмана çӳренӗ, вутă турттарнă.
– Çав çулсенче пурте ҫапла пурӑннӑ, никама та ҫӑмӑл пулман, эпир пурте Тӑван ҫӗршывшăн тӑрӑшнӑ, – тет тыл ветеранӗ.
Лидия аппа 1954 çулта Турхан Упи ялӗнче пурăнакан Зиновий Кузьмичпа пӗрлешсе çемье çавăрнă. Пӗрле пурăнма пуçласан, çичӗ уйăхран, Лидия аппан мăшăрне çар службине илсе каяççӗ. Зиновий Кузьмич виçӗ çул Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçне пурнăçласа таврăнать. Туслă çемьере 10 ача: 5 хӗрпе 5 ывăл çуралнă. Анчах та икӗ ывăлӗн пурнăçӗсем кӗске пулаççӗ, пӗри икӗ уйăхра чухне, тепри 32 çулта чухне вилеççӗ. Павловсем ачисене тивӗçлӗ воспитани парса ӳстереççӗ. Кашнийӗн çемйи, ачисем пур. Телейлӗ асанне-кукамайăн паян 22 мăнук тата 24 кӗçӗн мăнук. Çак кунсенче тата пӗр кӗçӗн мăнукӗ те çуралма тивӗçлӗ. Ачисемпе мăнукӗсем час-часах килсе çӳреççӗ, ӑна савӑнтараҫҫӗ, яланах тимлӗхре тытаççӗ.
Лидия аппа мăшăрӗпе 60 ҫул ытла пӗрле пурӑннӑ. Ӗмӗрӗпех тăван колхозра вăй хунă. Лидия аппа колхозра тӗрлӗ ӗçсенче пулсан, Зиновий Кузьмич механизатор, бригадир пулса тăрăшнă. Мăшăрӗ 7 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Мăшăрӗ вилсен тӗп çуртра пӗчченех пурăннă. Кăçал вара, Лидия аппа тӗп никӗсрен инçех мар çурт-йӗр çавăрса тӗпленнӗ кӗçӗн ывăлӗпе кинӗн çемйине пурăнма куçнă.
Тыл ветеранне ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшӑ сӑмахсем илтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӑл ăшă сăмахсемшӗн, парнесемшӗн тав турӗ, пурне те ăнăçусем сунчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев