Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Вакцинăран   хӑрамалла мар

Районăн 4300тен ытла ҫынни вакцина тутарнă. Прививка тутаракансем хушшинче чирлекенсем çук

Çаксем çинчен районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдиновпа йӗркеленӗ калаҫу вăхăтӗнче паллӑ пулчӗç. Тӗп врач, çавăн пекех, пирӗн ытти ыйтусем ҫине те хуравларӗ.

– Ильмас Илалович, чи малтан пурне те интереслентерекен ыйтăва парар-ха. Вакцина тутарасси коронавируса лектерме сӑлтав пулма пултарать-и?

– Вакцина тутарни  коронавируспа чирлесси патне ниепле те илсе ҫитереймест, мӗншӗн тесен унта чӗрӗ вирус ҫук, унта пурӗ те вирусăн пӗр генӗ кăна пур тата вăл организмри иммунитета йӗркелессишӗн вăй хурать.

– Вакцинаци хыҫҫӑн чире лектерсен вара, çак чире амалантарса ярасси патне çитермест-и?

– Халӗ эпир усă куракан «Спутник–V» вакцини икӗ компонентлă, унăн иккӗмӗшне 21 кун хыççăн тăваççӗ, иммунитет пӗрремӗшне тутарнă  хыҫҫӑн 42 кунран тин килсе тухать. Çавăнпа çак вăхăт хушшинче чире лектерме пулать, анчах та ҫакӑн пек чухне вакцина тутарни  чирлӗ ҫыннăн сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳреймест. Иммунитет килсе тухсан, вирус лектернӗ чухне те чир ҫӑмӑллӑн иртет. Пӗр сӑмахпа каласан, чир мӗнле формӑпа иртни, организма вируссем мӗн чухлӗ кӗнипе çыхăннă. Пӗтӗмлетсе каласан, вакцина тутарни антителасем килсе тухиччен чирленӗ вăхăтра нимӗнле витӗм те параймасть.

– Районта хальхи вăхăтра эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ  мӗнле?

 – Хальхи вӑхӑтра чирлекенсен шучӗ  ӳссе пырать. 20 чирлӗ çын валли шутланнă госпитальте  36 çын сипленет. Çавсенчен 7 шӗ – йывăр, урăхла каласан, кислород маски айӗнче выртать.

– Ӑнлантару ӗҫӗсем илсе пынине пӑхмасӑр, район ҫыннисем вакцина тутарасси ҫине шикленсе пӑхаҫҫӗ. Çакăн сӑлтавӗ мӗнре тесе шутлатӑр?

– Ман шутпа, ҫакӑн тӗп сӑлтавӗ ҫынсенче вакцина, иммунитета йӗркелемелли процесс ҫинчен  информаци сахал пулни. Халӗ тӗрлӗ социаллӑ сетьсенче тӗрлӗ хыпарсем анлӑ сарӑлнӑ. Ҫынсем ҫак хыпарсене вулаҫҫӗ, пӗр-пӗрин патне  сараҫҫӗ. Анчах вакцина ҫинчен калакан лайăх шухăшсем ҫынсене интереслентермеççӗ.

Калăпăр, коронавирус чирӗ сарӑлма пуҫланӑранпа районта 1211 ҫын ҫак вирус вăйлатса янă чирпе чирлерӗ. Вӗсенчен 516-шӗ чире ҫӑмӑлрах, урӑхла каласан, килти условисенче ирттерме пултарчӗ. Пирӗн госпитальте  кăна 18  (!) ҫын вилчӗ.

 

 

Чире уйрӑмах аслă çулсенчи ҫынсем парăнаççӗ. Вилекенсенчен чи çамрăкки  55 ҫултаччӗ, сӑмахран. Çакăн пек пулсан та аслă çулсенчисене, ашшӗ-амӑшӗсене вакцина тутармалла мар тесе канаш паракансем  пур. Паянхи куна районта 4300тен ытла ҫынна вакцина тунă. Вӗсенчен пӗринче  те хирӗçле реакци пулмарӗ. Ҫапла, хӑш-пӗрисенче ӳт температури кӑштах хăпарчӗ. Анчах çакă кирек мӗнле ытти прививка вăхăтӗнче те палăрать. Кун пек чухне врач  сӗннипе температурӑна чакаракан эмелсемпе усӑ курмалла.

– Ильмас Илалович, вакцина тутарнă ҫын ыттисемшӗн хӑрушлăх кăларса тăратмасть-и? Вӑл хӑйӗн аслă çулсенчи тăванӗсем патне кайма пултарать-и?

– Каласа иртрӗм ӗнтӗ, вакцинӑра вирус ҫук, çавăнпа та ăна тутарнă çын ыттисемшӗн хӑрушлӑх кăларса тăратаймасть.

Вакцина тутарнӑ ҫынсемпе пирӗн врачсем яланах ҫыхӑнура тăраҫҫӗ. Вӗсем патшалăх ӗçченӗсен порталӗнче те  хӑйсен сывлăхӗ ҫинчен информаци хӑварма пултараҫҫӗ. Çаксемпе никӗсленсе вакцина тутаракансем çинчен даннӑйсен базине йӗркеленӗ. Тепӗр хут калатӑп,  халиччен йывăр ирттернӗ тӗслӗх те пулмарӗ, темиҫе ҫыннӑн кăна температури 37,1–37,5 хӑпарнӑ. Вӗсем пурте ӗҫе ҫӳрерӗç, пӗри те больничнăй илмерӗ.

Реклама

– Вакцина хăçанччен сыхлать?

– Ку инфекци килсе тухнăранпа пӗр çул кăна пулнине пăхмасăр, вăл халӗ тӗнчере чи нумай вӗреннӗ вирус. Ăна сипленмелли меслетсем те лайӑхланса пыраççӗ. Вакцинаци декабрь уйăхӗнче кӑна пуҫланчӗ. Ҫавӑнпа вӑрах вӑхӑта шутланнă результачӗсем ҫинчен калаçма хальлӗхе  иртерех-ха. Ученăйсем пӗлтернӗ тăрăх,  чирленӗ хыҫҫӑн атителласем çур çултан ытла тăмаççӗ, вакцина хыççăн иммунитет икӗ çул таран малалла пырать.

– Вакцинăна пӗрремӗш черетре камсене тума тивӗçлӗ?

– Хальхи вӑхӑтра аслă çулсенчисене ытларах вакцина тăваççӗ. Ҫавӑн пекех халӑхпа ӗҫлекенсем: медицина, çутӗç ӗҫченӗсен вакцинаци иртмелле. 2020 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласа коронавируса хирӗҫ вакцина тутарассине прививкăсен календарьти  планне кӗртнӗ, апла пулсан, вăл  ӗҫ коллективӗсен хӑрушсӑрлӑхне сыхлассишӗн пӗлтерӗшлӗ услови пулса тӑрать.

– Паллă пулнă тăрăх, коронавирусӑн ҫӗнӗ штаммӗсем килсе  тухса тăраҫҫӗ. Вакцина вӗсенчен те хӳтӗлет-и?

– Вакцинăра коронавирусăн пӗтӗм штаммӗсенче те  пулнă пӗр генӗ пур, ҫавӑнпа вӑл пуринчен те сыхлать.

– Вакцинаци тунă хыҫҫӑн хӑвна мӗнле тытмалла?

– Вакцина тутарма килсен, уйрăм инструкци  хучӗ парӗҫ. Унта мӗнпур инструкцисене, мӗн  тума юранипе юраманнине пӗтӗмпех çырнă. Чи малтанах, пуҫламӑш тапхӑрта йывӑр ӗҫрен сыхланмалла, сыхланмалли мерăсемпе усӑ курма сӗнеҫҫӗ.

– Хронический чирӗсем пулнă ҫынсене вакцина тума юрать-и?

– Хронический чирсем: онкологи, чӗрепе юн чирӗсем, сахӑр диабечӗ тата ыттисем пулнисене те вакцинаци тутарма май пур. Ҫакăншăн сиплекен врачпа малтан канашламалла.

– Районти больницăра вакцина ҫителӗклӗ-и?

– Хальхи вӑхӑтра вакцина ҫителӗклӗ калăпăшра пур. Вакцина тутарас текен çынсен шучӗ нумайлансан  эпир ăна тата кӳретпӗр.

– Ҫак калаҫӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн вакцина тутаракансен шучӗ тен ӳсӗ, вӗсен вакцина тутарассишӗн ăçта каймалла?

– Вакцина тутарассишӗн, поликлиникăн регистратурине килсе,  çырăнма май пур. Кунсӑр пуҫне,  кирек хӑш кун та хӑвӑрăн участок врачӗ патне килме пултаратӑр. Вакцина тутарма килекенсене черетсӗр йышӑнаҫҫӗ. Сире врач пӑхса тухӗ, тишкерӗ тата вакцина тума процедура пӳлӗмне ăсатӗç. Пурне те пациентсене меллӗ пултӑр тесе  йӗркеленӗ.

– Калаçăвăршăн тавтапуç, Ильмас Илалович.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев