Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

V районсем хушшинчи йӗлтӗр марафонӗ иртрӗ

Район спортсменӗсемпе пӗрле йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗнче республикăн Пăва районӗпе тата Ульяновск облаçӗнчи Сурский районӗн спортсменӗсем те хутшӑнчӗҫ.

Районти йӗлтӗр базинче районти йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсен федерацийӗн филиалӗн призӗшӗн районсем хушшинчи IV йӗлтӗр марафонӗ иртрӗ.

Йӗлтӗр марафонне «СССРăн ӗҫӗпе хӳтӗленӗвне хатӗр» пӗтӗм Союзри физкультура комплексӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине тата «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫинчен»  Указа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ алӑ пуснăранпа 7 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Марафон пуҫланас умӗн Рамиль Айсинпа Владимир Черланова «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн ылтӑн паллисене пачӗҫ. Муниципаллă ӗçченсен Спартакиадинче йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннă муниципаллă ӗçченсене палӑртса иртрӗç. Ҫавӑн пекех, Хусанта итрнӗ 46-мӗш йӗлтӗр марафонне хутшăнса, республикӑри командӑсем хушшинче чи вăйлисен  вуннăлăхне кӗнӗ ҫамрӑк спортсменсене: Александр Дергунова, Максим Хемницера, Сергей Шавкина лайăх кăтартусем тунăшăн саламларӗç.

Марафонра тӗрлӗ ӳсӗм категорийӗсем тăрăх тӗрлӗрен дистанцисем уйӑрса панӑччӗ. Вăй виçекенсем тивӗçлӗ дистанцие пӗр чӑрмавсӑр иртрӗç. Ҫакӑ Çӗпрел ҫыннисем йӗлтӗр спорчӗпе хастар интересленни ҫинчен калать.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсене грамотӑсем, ылтӑн, кӗмӗл тата бронза медальсем, асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев