Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Усӑллӑ кӗрпе

Канашсем

Сывлӑхлӑ пулас тесен, тӗрӗс апатланмаллине, рациона усӑллӑ апат-ҫимӗҫ ытларах кӗртмеллине эпир пурте пӗлетпӗр. Кӗрпесем мӗнпе усӑллӑ, мӗнле кӗрпе мӗнле чире асӑрхаттарать тата сиплет?


Хуратул кӗрпи

Кӗрпесем хушшинче хуратул кӗрпи, составӗнче пулнă белок енӗпе, лидер пулса шутланать. Вӑл сӑн-пит тӗсӗшӗн кирлӗ тимӗрпе, чӗрешӗн кирлӗ пулнă калипе тата магнипе пуян. Хуратул ытлашши килограмран хӑтӑлас текенсемшӗн, çывӑрайманнипе тата юнтармӑш пулнипе асапланакансемшӗн те вӑл усӑллӑ. Хуратул веществосен ылмашăвне лайӑхлатать. Ку кӗрпен тата тепӗр пысӑк уйрӑмлӑхӗ пур: вӑл пысӑккисен куҫ кураслăхне сыхласа хӑварма пулӑшать, урӑхла каласан, куҫ тӗртӗмне ватӑласран чарса тăрать.


Вир кӗрпи

Вир кӗрпине экологи енчен начар пулнă пысӑк хуласемпе районсенче пурӑнакансен юратмалла, мӗншӗн тесен унти элементсем организмран сиенлӗ япаласене кӑлараҫҫӗ. Кардиологсем те чирлисене вир пăттине ҫиме сӗнеҫҫӗ. Вир кӗрпин составӗнчи кали чӗре ӗҫне йӗркелет. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл юн пусӑмне йӗркеллӗ тытса пыма тата юн тымарӗсене ҫирӗплетме пулӑшать.


Рис кӗрпи

Рис кӗрпи ҫӳҫ илемӗшӗн, чӗрнесен, нервсен ҫирӗплӗхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнă В ушкăнри витаминсемпе пуян. Рис составӗнчи Е витамин вара пӗркеленчӗксемпе кӗрешет. Унсӑр пуҫне, çак кӗрпе юн тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ чирсене, шатрасем тухасран асăрхаттармашкăн паха пулнă цинкпа пуян.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев