Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Усал шыҫӑран мӗнле сыхланмалла?

Усал шыҫӑ чирӗн малтанхи тапхӑрӗнче чирӗн паллисем палăрмаççӗ, теççӗ врачсем

Рак клеткисем — организмӑн сывӑ клеткисем, анчах канцерогенлӑ факторсен витӗмне пула рака çаврăнаҫҫӗ. 

Организмӑн иммунитечӗ хавшанӑ май вӗсем хытӑ пайланма пуҫлаҫҫӗ, сывӑ клеткӑсене вӗлереҫҫӗ, хăйсен ӗҫне ӳстереҫҫӗ, майӗпен организмри ытти сывӑ клеткӑсене пӗтереҫҫӗ, — тет районти тӗп больницăн врачӗ Руслан Валиев.
Рак чирӗн хӑрушлăхӗ — малтанхи тапхӑрта унӑн паллисем ҫукпа пӗрех пулни. Çавӑнпа чире малтанхи тапхӑрта тӗрӗслесе пӑхсан кӑна тупса палӑртма пулать. Тухтӑрсем темӗн чухлӗ ӑнлантару ӗçӗ илсе пырсан та, сывлӑх вӗсен чи пысӑк пуянлӑхӗ пулнине ҫынсем чирлесен ҫеҫ ӑнланаҫҫӗ. Рак чирӗ палӑрма пуҫласан вара кая юлма пулать.

Рак тӗсӗсем 

Паян рак чирӗн 100 ытла тӗсӗ паллӑ. 

Чи анлӑ сарӑлнӑ рак тӗсӗ — ӳт-тир ракӗ. Вăл уйрӑмах хӗрарӑмсенче тӗл пулать. Унăн тӗп сӑлтавӗ — хӗвел ҫинче ытлашши нумай пулни. Ӳпке ракӗ рак статистикинче иккӗмӗш вырӑнта тӑрать. Ҫак органра рак клеткисем уйрӑмах хастар ӗрчеҫҫӗ, юн хӑвӑрт ҫаврӑнни вӗсене хӑвӑрт сарӑлма май парать. Çак чир пирус туртакансен тата вӑраха кайнӑ бронхитпа чирлекенсенче час-часах тӗл пулать. Çавӑнпа кашнин ҫулталӑкра пӗрре флюорографи тӗрӗслевӗ витӗр тухмалла. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — сӗт парӗсен шыҫҫи. Ытларах вӑл хӗрарӑмсен ҫуратмалли органӗсенчи гормон шайлашусӑрлӑхӗ пăсăлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ мастопати пуҫарать, юлашкинчен рак пулса тӑма пултарать. Ытти сӑлтавсем те пур. Усал шыҫӑ чирне малтанхи тапхӑртах тупса палӑртма хӗрарӑм хăйӗн кӑкӑрне хӑйех тӗрӗслесе пӑхмалла. Енчен те иккӗлентерекен мӑкӑльсем туйӑнсан, ҫийӗнчех тухтӑр патне каймалла. Пысӑк пыршӑ, тӳрӗ пыршӑ тата хӗрарӑм ар органӗсен ракӗсем те час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнче чир ытларах тӗрӗс апатланманнипе пуҫлансан, иккӗмӗшӗнче вара папиллома вирусӗ сӑлтав пулма пултарать, вӑл шыҫӑ пуҫласа яма пултарать. Çавӑнпа та кашни хӗрарӑмӑн ҫулталӑкра икӗ хутчен гинеколог патӗнче пулса курăнмалла. 
Ӳт температури пӗр уйӑх ытла 37-37,3 градусран ҫӳлерех тӑрать пулсан, лимфа тӗввисем чылай вӑхӑт хушши пысӑклансан, ӗмкӗчӗн тӗсӗпе калӑпӑшӗ сасартӑк улшӑнсан, хӗрарӑмсен сӗт парӗсенче мӑкӑльсем палăрсан, ар органӗсенчен килекен урăхларах паллăсем пулсан, арҫынсен шăкӗ йывӑр тухсан ҫийӗнчех онколог патне каймалла.

Паллӑсем

Чир паллисем организмра ӑҫта пулнине кура тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Енчен те апат хуранӗнче пулсан — аппетит пӗтни; ӳпкере пулсан — йӗпенни вӑраха тӑсӑлни; пӗверте — ӳт сарӑхни; пуç миминче — эмел ӗҫнӗ хыҫҫӑн та ыратни чакманни пек паллăсем пулсан çыннăн усал шыçă çук-ши тесе тӗрӗсленмелле. Вар-хырӑм ракӗн чирӗн чеелӗхӗ çакăнта — ӑна малтанхи стадире уйӑрса илме ҫук. Шыçă ӳссе, вар-хырӑм тирне сиенлесен кăна унӑн паллисем палӑрма пуҫлаҫҫӗ: ҫыннӑн апат-ҫимӗҫ, уйрӑмах аш-какай патне туртӑмӗ пӗтет, ҫиес килми пулать, кӑшт ҫисенех хырӑм ыратать, хӑсас килет. Ҫын сахал ҫиет, тутӑ пулнă пек туять. Сăлтавсăрах ырханланни те шыçă чирне пула пулма пултарать. Вӑйсӑрланса ҫитет, ҫыннӑн пичӗ палӑрмаллах шуралать. 

Сӑлтавӗсем тата диагностика

Раксене кăларса тăракан сӑлтавсене тупса палӑртнӑ чухне пӗрремӗш плана экологи пӑсăлни, тӗрлӗ стресс, хӗвел çинчи тата тӗрлӗ радиаци ӳсни, сиенлӗ йӑласем, анлă усă куракан тӗрлӗ хими (савӑт-сапа, ҫумалли, юсав) средствисем тата ыттисем паллă. Иккӗмӗш вырӑнта — пирус туртни. Виҫҫӗмӗш фактор — алкоголизм. Арҫынсем вар-хырӑм, ват хӑмпи, пӗвер ракӗпе нумай чирлеҫҫӗ. Пӗвер тӗрӗс мар ӗҫленипе рак килсе тухать. Эрех-сӑрана пула вар-хырӑм функцийӗ пӑсӑлать, пӗвер клеткисем пӗтеҫҫӗ, ҫыннăн иммунитечӗ япӑхланать. Тӑваттӑмӗш кирлӗ фактор — тӗрӗс мар апатланни. Вӗри апат ҫинӗ хыҫҫӑн ӑшчикке шӗвекпе тултаратпӑр. Çын сӗтел хушшинчен тăранса тухмалла мар. Ытлашши çинине пула, организмри веществосен ылмашăнăвӗ пӑсӑлать, ҫакӑ вара органсен ӗҫ-хӗлне тата функцине пӑсать. Пӗвер пӗтӗм апата ирӗлтерме пултараймасть. Хăрушă факторсенчен тата тепри — вăл стресс. Ҫывӑх ҫын вилни, пӗчченлӗх, пурнӑҫ илемне ҫухатни тата ҫавӑн пек ытти лару-тӑру ҫынна депрессие яма тата стрессне вӑйлатма, иммунитета вӑйсӑрлатма пултарать. 

Усал шыççа асăрхаттарас тата палăртас енӗпе анкета

1. Пӗр сăлтавсăрах ӳт-пӳ масси чакни, халсӑрланни, ӳт температури ӳсни, юн сахалланни. 
2. Вӑраха тăсăлнă, çăмăллăх паман, юнлӑ ӳсӗрни. 

3. Çăварлăх, тута тата чӗлхе ыратмасан та, тăкăслакан вырăнсем тата ҫурӑксем пулни. 

4. Ӳт ҫинче тӳрленмен сурансем, юн юхакан тата турпаллисем пурри палӑрать. 

5. Сӗт парӗсенче, хул айӗсенче мăкăль паллисем, тӗвӗсем пулни сӗт парӗн форми улшăнни, юнлӑ шӗвек тухни, тӳрленмен сурансем пурри. 

6. Пыртан çинӗ апат йывăр анни, кӑкӑрта «хӗртнӗ» палли, ҫиес килми пулни, ӑш пӑтранни. 

7. Хырăмра йывӑрлӑх туйӑмӗ, вăрах пăкăртатни, тӳрӗ пыршăра канăçсăрлăх туйни. 

8. Каяшра юн тата лăймака пулни. 

9. Шӑкăн тӗсӗ улӑштарни, час-часах тата йывӑр шӑк тухни. 

10. Ар органӗсем ыратни, нӑйкӑшни, урăхла шӗвек тухни тата юн килни (уйрӑмах хӗрарӑмсен климакс вӑхӑтӗнче). 

Эсир пӗр ыйту ҫине те пулин «ҫапла» терӗр пулсан, чире вӑхӑтра тупса палӑртас е асӑрхаттарас тесен врач патне каймалла. 


Тимлӗхе илӗр! 

45-50 ҫултан пуҫласа, арҫынсене çулталăкра пӗр хутчен пулсан та ПСА (простатоспецификӑлла анализ) юн анализне пама сӗнеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем маммографи витӗр тухмалла, амалăх мӑйӗ çинче рак пуррипе çуккине пӗлес тесен цитологи анализне памалла, кашниех, вӑхӑтра диспансеризаци иртмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев