Реклама
Хыпарсем
«Ҫуркуннехи каникул» профилактика мероприятийӗ
2021 ҫулхи мартăн 17-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 30-мӗшӗччен Тутарстан Республикин территорийӗнче, ҫав шутра пирӗн районта та, ачасен ҫул-йӗр- транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе «Ҫуркуннехи каникул» тесе каланă анлӑ калăпăшлă мероприяти иртет.
Кӑҫалхи çул пассажир ачасем хутшӑннипе 34 ҫул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнă, вӗсенче тăватă ача вилнӗ тата 34шӗ çан-çурăм суранӗ илнӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫул-йӗр юхăмӗн правилисен 22.9 пункчӗпе килӗшӳллӗн ҫӑмӑл машинӑн малти ларкӑчӗ ҫинче 12 ҫулчченхи ачана илсе çӳретесси, 7 çула çитичченхи ачана хыçалти ларкăч çинче, унăн йывăрăшне тата ӳсӗмне тӳрӗ килекен ачана тытса тăракан хатӗрсемпе (автокресло) усӑ курмалла. Анчах 2020 ҫулта автоинспекторсем çак енӗпе 12 пинрен ытла право пăсакана асăрхаттарнă, 2021 ҫулăн 2 уйăхӗнче пинрен ытла право пăсакансем пулнă. Çакăншăн виҫӗ пин тенкӗ калăпăшӗнче штраф пама пăхăннă.
Полици ӗçченӗсем тимлӗхӗнчен çул çӳремелли правилăсене пăсакан ачасем те аяккинче юлмӗç. Правăна пӑсакан ача ҫинченхи информацие малашне профилактика ӗҫӗсемшӗн вӗренӳ организацине ярӗҫ.
ТР Патшалăх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр юхăмӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнни паха пулни çинчен аса илтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев