Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен икӗ пушар регистрациленнӗ
2020 ҫул пуҫланчӗ кăна-ха. Ҫапах та район территорийӗнче икӗ пушар тӗслӗхӗ регистрациленӗ ӗнтӗ.
Икӗ тӗслӗхре те кӑмака хутнă вăхăтра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхăнманни пушарăн сăлтавӗ пулнӑ. Хуҫасем сыхӑ тӑнине пула кӑна вут-ҫулӑма сарӑлма паман.
– Пурӑнмалли секторта кӑмакасене эксплуатациленӗ чухне çурăксем пулнипе тата тӗтӗм трубисен стенисене хăрăм ларнине пула та пушар тухма пултарать. Шартлама сивӗсенче кӑмака тăтăшах нумай вӑхӑт ҫунать, ҫавăнпа та кӑмакан уйрӑм пайӗсене пысăк тимлӗх уйӑрмалла. Ҫав пайсем ҫуртӑн йывӑҫ конструкцийӗсене перӗнсен – пушар пулатех. Ҫавна кура кӑмакана кунне пӗр тапхăр вăрах вăхăт хутиччен, 1,5 сехет икӗ-виҫӗ тапхăр çунтарма сӗнеççӗ. Ҫывӑриччен виҫӗ сехет маларах кӑмакана хутса пӗтермелле. Кӑмакана чӗртнӗ чухне ҫунакан шӗвексемпе усӑ курма юрамасть. Сооруженисем патӗнче сӳнтермен кăмрăк тата кӗл пăрахма юрамасть. Нихăçан та юсавсӑр электричество пралукӗсемпе, электричество вилкисемпе усӑ ан курӑр. Хваттерсенче электричество пралукӗсене тӑтӑшах тӗрӗслӗр, ăна монтажлама тата юсама квалификациллӗ специалист-электрика кăна чӗнӗр. Пушар килсе тухсан тӳрех "01" е "101" телефонпа пӗлтерӗр тата май килнӗ таран ӑна сӳнтерес тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӑр! – тесе канаш парать Пӑва тата Ҫӗпрел муниципаллă районӗсен надзор пайӗн аслӑ инспекторӗ, шалти служба майорӗ Инсаф Шакиров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев