Ҫулталăк пуçламăшӗнчен пӗрремӗш ачана çуратнăшăн уйӑхри тӳлев ӳсет
Юлашки вăхăтра
Раҫҫейри пӗрремӗш ачашăн тӳлевсем, 2018 çултан, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушăвӗпе, тӳленме пуҫларӗç.
Пресс-конференци вӑхӑ-тӗнче Çӗршыв пуçлăхӗ ҫичӗ ҫулчченхи кашни ачана пилӗкшер пин тенкӗ тӳлесси çинчен хыпарларӗ.
2020 ҫулта Тутарстан Республикинче тупăшӗсем пурӑнмалли минимумран сахалрах пулнă 28,5 пинрен ытла ҫемье 9 пин те 373 тенкӗ пӗрремӗш ачашăн уйӑхри тӳлеве илнӗ. Çакăн çинчен ТР Ӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗччӗ, тесе çырать «Тутар-информ» информаци агенстви. Районти социаллă хӳтлӗх управленийӗн начальникӗ Зульфия Юсупова пӗлтернӗ тăрăх, пирӗн районта çавăн пек тӳлевсене 36 çемье илнӗ.
2021 ҫулта пӗрремӗш ачашăн уйăхри тӳлев ӳсет – вăл 9 пин те 713 тенке тӳрӗ килӗ. Ҫак тӳлеве çын пуçне вăтам тупăшӗ 20 пин те 588 тенкӗрен е виçӗ çынран тăракан çемьере 61 пин те 764 тенкӗрен иртмен çемьесем илеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев